Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
13 Октябрӗн 2021, 10:20

Ял-йыш тунă пархатарлă ĕç

Пĕрлешÿллĕ ĕçре çыннăн мĕнпур ăсталăхĕ, ĕçченлĕхĕ, ыр кăмăллăхĕ палăрать. Пĕр шухăшлă, килĕшÿпе тунă ĕç вара хăвăрт та кал-кал пырать, унта кăмăл пурри хăйĕн тÿпине хывма васкать. Кам ĕçпе, иккĕмĕшĕ кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе, виççĕмĕшĕ укçа-тенкĕпе пулăшать.

Ял-йыш тунă пархатарлă ĕç
Ял-йыш тунă пархатарлă ĕç

Çак пысăк ĕçе Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнче пурăнакансем кĕске вăхăтра пурнăçлама пултарнă. Ял çыннисемшĕн «Хĕрĕх çăл» ятпа паллă вырăнта канмалли вырăн йĕркеленĕ тата шыва кĕмелли çурт (купель) туса лартнă. Октябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче купеле пачăшкă сăвапланă (осветил).
Мĕнрен пуçланса кайнă-ха çак ĕç? Чăн малтан йĕтем çинче пĕрле ĕçлекен Виталийпе Михаил Григорьевсем тата Владимир Кашкиров çÿлерех асăннă вырăнта канмалли вырăн тăвасшăн пулнă. Калаçса татăлнă хыççăн вĕсем çуран çÿремелли тимĕр каçма тунă, çăл куçĕсене тасатма тытăннă. Çак ĕçе хаваспах А. А. Иванов, В. Л. Иванов (Пелепей районĕ, Çирĕклĕ ялĕ) хутшăннă. Ял пухăвĕнче Елена Тихонова ял Канаш депутачĕ çак вырăнта шыва кĕмелли çурт лартма сĕннĕ. Çапла икĕ шухăш пĕрлешсе пурнăçа кĕнĕ. Малтан ĕçе пуçласа яма халăхран укçа пухнă. Казначей пулма А. В. Никитинана шаннă. Укçа пухăннă май кирлĕ хатĕр-хĕтĕре туянса ĕçе пуçăннă. Куллен ĕçе çÿрекен, килти хуçалăхпа пурăнакан ял çыннин капла та вăхăт хĕсĕкрех-ха. Анчах та ума тĕллев лартнă, тăрăшуллă ĕçченсем пушă вăхăтне тупма пултарнă. Май уйăхĕнчен пуçласа сентябрь вĕçленеспе тĕп ĕçсене туса пĕтернĕ.
Шыва кĕмелли çурта сăваплама Пишпÿлек районĕнчи Михайловка ялĕнчи чиркÿрен Георгий аттепе Николай дьякон тата кĕлĕ юррисене юрлакан хĕрарăмсем килсе çитнĕ. Мероприятин официаллă пайĕ пуçланиччен ял çыннисемпе килнĕ хăнасем канмалли вырăнпа купель тавра сенкер чăрăшпа уртăш (можжевельник) тĕмĕсем лартрĕç.
Мероприятие Елена Тихонова вырăнти хастар пуçларĕ. Вăл çак ĕçе хăçан пуçласа янине аса илтерчĕ, ĕçе хутшăннă хастарсен ячĕсене палăртрĕ. Уйрăмах В.В. Тихонова, Н. Д. Федорова, В. И. Григорьева, В. Г. Павлова, Г. Г. Павлова, В. М. Григорьева, П.В. Лазарева, Ю.В. Лазарева, А. А. Иванова, Н. И. Дмитриева, В. А. Петрова, В. М. Михайлова, В. А. Федорова, Д. В. Тимофеева, А. А. Ивановпа С.В. Иванована, Г. И. Григорьева, Р. И. Тимофеева (Ярмулай ялĕ), Эко-Нива хуçалăхăн ертÿçисене, Суккулти ял Канаш администрацин пуçлăхне, укçа-тенкĕпе пулăшнă ентешсене тав турĕ. Унтан Суккул ялĕнчи ял Канаш пуçлăхне сăмах пачĕ. Фаниль Галимов ял аталанни, 2018 çулта ФАП уçăлни, иртнĕ çул район центрне çитме асфальт çул хывни, халĕ ялта çĕнĕ шкулпа клуб çуртне хăпартас ĕç пуçланни çинчен каларĕ. Янăшмасене Ермеккей район администрацин информаципе аналитика секторĕн ертÿçи Энже Шафикова мухтаса ăшă сăмахсем каларĕ.
- Чăвашсем ĕçчен те тăрăшуллă, пултаруллă та хастар халăх, - тесе пуçларĕ хăйĕн сăмахне. - Кĕске вăхăтра çак пысăк ĕçе пурнăçа кĕртме пултарнинчен тĕлĕнетĕп. Ахальтен мар ĕнтĕ Ермеккей районĕн администраци пуçлăхĕ Ильшат Амирович Райманов Пушкăртстан Пуçлăхне Радий Хабирова сирĕн яла илсе килнĕ. Кунта кăтартмалли те пур, хисеплĕ çынсем те чылай. Районта Эрехĕрри ялĕнче çеç купель пурччĕ, халĕ сирĕн ялта та сăваплă вырăн уçăлчĕ, - терĕ вăл.
Ункайлă майпа усă курса Энже Кабировна кăшăлвирус чирĕпе çыхăннă лару-тăру çинчен аса илтерчĕ, пухăннă çынсене прививка тума чĕнсе каларĕ:
- Кăшăлвирус - вăл пирĕн организмшăн хальлĕхе çĕнĕ чир. Майĕпен эпир ун патне хăнăхăпăр, анчах та халĕ хамăра хамăр пулăшмалла – прививка тумалла, - вĕçлерĕ вăл хайĕн сăмахĕсене.
Малалла Георгий пачăшкă сăмах илчĕ.
- Шыва кĕмелли çĕнĕ вырăна сăваплама йыхравласан, пĕр иккĕленÿ те пулмарĕ. Çийĕнчех килĕшрĕм, - пуçларĕ вăл сăмахне. - Шыв çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Çăлкуçăн национальноçĕ çук. Çавăнпа та урăх наци çыннисене кунта шыв ăсма, çăвăнма нихăçан та ан чарăр. Таса шыва тĕрлĕ наци çынни илме пултарать. Шыва кĕнипе çеç, паллах, çылăхсенчен хăтăлаймастăн. Вĕсене каçарттарас тесен кĕлĕ вуламалла, ÿкĕнмелле, ырă ĕçсем тумалла. Шыва кĕрессине вара кашни хăй йышăну тăвать. Кашни этемĕн организм уйрăмлăхĕсем, чирĕсем пур. Ăна шута илмелле. Малашне сирĕн умăрта çăлкуçа упрас, тасалăхра тытас тĕллев пулĕ. Пурне те паянхи уяв ячĕпе саламлатăп.
Георгий пачăшкăпа Николай дьякон шыва кĕмелли çурт валли иккунсем илсе килнĕ. Чиркÿ йĕркипе малтан çурт тăрринчи хĕресе, çурт тулашне, унтан шала кĕрсе кĕлĕ вуласа сăвапларĕç, хĕрарăмсем кĕлĕ юррисене юрларĕç.
Мероприятие видео çине квадрокоптерпа усă курса Хурамал ялĕнчен килнĕ Александр Гаврилов оператор ÿкерчĕ.
Шыва кĕмелли çурта хăпартнă, канмалли вырăна йĕркеленĕ чух çамрăксем хутшăнни савăнтарать.
А. Кондратьев, А. Тарасов, Р. Васильев, Ф. Биктимиров, М. Григорьев, И. Павлов, А. Павлов, А. Петров, В. Яковлев, В. Тихонов, Н. Федоров, Е. Кашкиров, Е. Степанов, А. Дмитриев çамрăксем пушă вăхăтра аслисемпе пĕр тан ĕçленĕ. Никита Кислицин хăй аллипе сварка туса чуччу тунă. Çав кун уява килнĕ ача-пăча ун çинче хаваспах ярăнчĕ.
Мероприяти кĕрхи пуян уяв сĕтелĕ хушшине ларнипе вĕçленчĕ. Тутлă апатсене ял хĕрарăмĕсем килĕсенче пĕçерсе-хатĕрлесе килнĕ. Сăмаварти техĕмлĕ курăк чейĕ, улăх тăрăх тутлă шăршă саракан ăшаланă какай уява килнисене пĕр сĕтел тавра пуçтарчĕ.
Çак кунсенче ял хастарĕсем ларса çимелли анлă сĕтел çийĕн тăрă витрĕç, йĕри-тавра карта тытма юпасем лартрĕç. Тен, ентешсен тата ытти шухăшĕсем те пулĕç. Эпĕ вара вĕсем пурнăçа кĕрессине пĕрре те иккĕленместĕп.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Ермеккей районĕ,
Янăшма ялĕ.

Ял-йыш тунă пархатарлă ĕç
Ял-йыш тунă пархатарлă ĕç
Ял-йыш тунă пархатарлă ĕç
Ял-йыш тунă пархатарлă ĕç
Ял-йыш тунă пархатарлă ĕç
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: