Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
20 Октябрӗн 2021, 11:14

Çирĕклĕсем хăйсен несĕлĕсемпе вăрçă паттăрĕсене манмаççĕ

Октябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Çирĕклĕре яла никĕслекенсен ячĕпе Асăну чулĕ тата 1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене асра тытса парк уçнă.

Çирĕклĕсем хăйсен несĕлĕсемпе  вăрçă паттăрĕсене манмаççĕ
Çирĕклĕсем хăйсен несĕлĕсемпе вăрçă паттăрĕсене манмаççĕ

– Яла пуçарса яракансем пилĕк пĕртăван пулнă. Вĕсем çак тăрăха XVIII ĕмĕр вĕçĕнче Чĕмпĕр уесĕнчен куçса килнĕ,- паллаштарать кĕске историпе Çирĕклĕ ял Канаш хутлăхĕн администраци пуçлăхĕ Александр Петров. – Пилĕк пĕртăвантан асли, Михаил текенни, шăллĕсенчен пĕринпе кунта пĕрремĕш çурт лартнă, ыттисем, виççĕшĕ, Ситек ялне пуçарса янă. Асăну чулне уçасси пирки шухăшĕ ял çыннисен тахçанах пиçсе çитнĕ. Халĕ акă, Пушкăртстан Республики патшалăх суверинитетне йышăннăранпа 30 çул çитнĕ тĕле Мишар тăвĕ çинчен пысăк чул илсе килтĕмĕр, яла никĕслекенсене халалласа çырнă гранит плита хатĕрлеттертĕмĕр. Çак ĕçе тума, кам мĕн чухлĕ пултарнă таран, укçа-тенкине ял халăхĕнчен пухрăмăр. Тăкаксен пĕр пайне ял хутлăх администрацийĕ саплаштарчĕ. Истори мероприятине чи хастар пулăшакансем пулса Андрей Николаевич Родионовпа Сергей Петрович Семенов хутшăнчĕç. Халăхпа пĕрле калаçса татăлса Асăну чулĕ айне несĕлсен ячĕпе çырнă çырăва капсула ăшне хурса хăвартăмăр. Ăна эпир ялăн 300 çулхи юбилейĕнче уçса вуласшăн.
Çавăн пекех çирĕклĕсем Республика кунĕ тĕлне Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене асăнса йĕркеленĕ парка анлăлатнă тата ăна официаллă лару-тăрура уçнă. Кунта чăрăш хунавĕсем лартнă. Çăкасемпе пилеш тĕмĕсем лартса никĕсленĕ аллея пулмалла.
– Паллă кун тĕлне (ял юбилейĕ пирки сăмах пырать – авт.) ачасен спортпа выляв лапамне туса пĕтерме палăртатпăр. Çакăн пек мероприятисем урлă хамăр ял çыннисен чун хавалĕпе кăмăл-туйăмне çĕнетме тата çĕклеме тăрашатпăр, – малашлăх планĕсене уçса пачĕ ял хутлăх администраци пуçлăхĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ,
Çирĕклĕ ялĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: