Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
27 Декабрӗн 2022, 12:30

Ĕмĕтсем пурнăçа кĕрессе шанатпăр

2022 çулхи декабрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче Слакпуç ял хутлăхĕнче «Вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăна» (ППМИ) хутшăнассипе пуху иртрĕ.

Ĕмĕтсем пурнăçа кĕрессе шанатпăр
Ĕмĕтсем пурнăçа кĕрессе шанатпăр

Ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Андреев палăртнă тăрăх, асăннă программăн тĕп тĕллевĕ – ял территорине тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă проектсене пурнăçласси. Маларах çак программа пулăшнипе Краснояр ялне каякан çула юсаса çĕклетнĕччĕ, ача сачĕпе шкул чÿречисене улăштарнăччĕ, спорт площадки туса лартнăччĕ.
Ял çыннисем кăçал та ППМИ программăна хутшăнма кăмăл пурри çинчен пĕлтерчĕç. Хăшĕсем Çĕнтерÿ палăкне тирпей-илем кĕртме, теприсем ача-пăча площадки лартма сĕнчĕç. Пуçтарăннисенчен ытларахăшĕ ача-пăча площадки туянса лартассишĕн сасăларĕç. Çакна та палăртса хăвармалла: анкета пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх та ача-пăча площадки лартассишĕн сас паракансем нумайрах пулчĕç.
Хальхи вăхăтра ял ачисем хăйсен пушă вăхăтне мĕнле ирттереççĕ-ха? Вĕсен пĕртен-пĕртен киленĕçĕ – вырăнти культура çурчĕ çумĕнчи юртан тунă ту айкки. Çулла ытларах машинăсем иртсе çÿрекен çул хĕрринче выляма тÿр килет. Ку вара тÿрремĕнех хăрушлăх кăларса тăратать. Вылямалли лапам лартнă хыççăн ашшĕ-амăшсем тÿрех темиçе ыйтăва татса парасса шанаççĕ. Пĕрремĕшĕнчен, ачасене культурăллă тата хускануллă кану йĕркелеме май уçăлĕ. Иккĕмĕшĕнчен, ачасен пушă вăхăчĕпе канăвĕ хăрушлăхсăр иртĕ. Виççĕмĕшĕнчен, çитĕнекен ăрăва мĕн пĕчĕкрен сывлăхлă пурнăç йĕркине хăнăхтарĕç.
Ял çыннисен пуçарăвне Пелепей район администрацийĕ те ырласа йышăнчĕ. Пухăва муниципаллă район Канашĕн секретарĕ Артур Садыков та хутшăнчĕ. Вăл ял çыннисене район асăннă проекта пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ хывма хирĕç пулманнине пĕлтерчĕ. Пухăва хутшăннисем халăхран укçа пуçтарассишĕн те пĕр шухăшлă пулса сасăларĕç. К. Иванов ячĕллĕ СПК председателĕ Максим Валерьянович Маторин ял çыннисен шухăшне ырларĕ, спонсор пулма хатĕррине пĕлтерчĕ.
Çав кунах ялти хастар çынсенчен тăракан пуçару ушкăнĕ йĕркелерĕмĕр. Вĕсем палăртнине пурнăçа кĕртме план хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Пуçару ушкăнĕ йĕркеленипе ача садĕнче юртан лабиринт тăвассипе ăсталăх урокĕсем тата «Ача-пăча» площадки вăйă программи иртрĕ.
Ял çыннисем çĕнĕ ача-пăча площадкинче шăпăрлансен сассисем кăçалхи çуллах илтĕнессе шанаççĕ.
Слакпуç ял хутлăх администрацийĕ.
Пелепей районĕ.

Ĕмĕтсем пурнăçа кĕрессе шанатпăр
Ĕмĕтсем пурнăçа кĕрессе шанатпăр
Ĕмĕтсем пурнăçа кĕрессе шанатпăр
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: