Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
4 Кӑрлач 2023, 12:50

Асăну палăкне çĕнетесси – сăваплă ĕç

Пăслăк ял хутлăхĕ кашни çулах «Вырăнти пуçарусене пулăшу паракан программăна» хастар хутшăнать.

Асăну палăкне çĕнетесси – сăваплă ĕç
Асăну палăкне çĕнетесси – сăваплă ĕç

«Вырăнти пуçарусене пулăшу паракан программăна (ППМИ)» хутшăнас тĕллевпе ял халăхĕпе иртнĕ çул пухусем ирттертĕмĕр. Программа условийĕсем тăрăх, ял çыннисен ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме республика хыснинчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Пĕр яла - 1 млн та 200 тенкĕ. Вĕсене «Вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăра» мала тухнă ялсене параççĕ. Палăртнă тĕллеве пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ виçĕ çăлкуçран пуçтарăнать: халăхран, спонсорсенчен тата вырăнти бюджетран. Туса ирттермелли ĕç объектне тата программа суйлассипе иртекен пухăва халăх мĕн чухлĕ нумайрах хутшăнать, конкурсра çĕнтерес шанăç çавăн чухлĕ пысăкрах.
– Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче Пăслăк ялĕнчи нумай функциллĕ клубра 2023 çулта туса ирттермелли ĕç объектне палăртассипе тата ППМИ проектне суйлассипе çыхăннă пуху иртрĕ, - каласа парать Пăслăк ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Васильев. – Пухăва ял халăхĕн 10 ытла проценчĕ, 94 çын, пуçтарăнчĕ. Кунта пăслăксем сĕнекен çивĕч ыйтусене – ялти масара тирпейлесси, Паттăрсен паркне, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсен мемориалне тирпей-илем кĕртесси – пăхса тухрăмăр. Халăх хăй шухăшне уççăн пĕлтерчĕ. Пурте пĕр тĕллевлĕ пулса Пăслăк ялĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсен мемориалне юсама тата тирпей-илем кĕртме йышăнчĕç.
1975 çулта пирĕн ял хутлăхĕн тĕп ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене халалласа районта чи илемлĕ палăксенчен пĕрне вырнаçтарнă. Ăна М. Горький ячĕллĕ колхоз укçипе чугун çулпа Ленинград хулинчен илсе килнĕ. Çур ĕмĕр хушшинче мемориал кивелсе çитнĕ. Палăк çине çырнисене çĕнетмелле, вăрçă участникĕсен списокне тÿрлетÿсем кĕртмелле, палăкне тĕпрен çĕнетмелле, территорие юсамалла. Çак проекта ырласа Илина Васильева, Галина Данилова, Виталий Сергеев сăмах каларĕç. Ял çыннисем туса ирттермелли ĕç валли кирлĕ укçа-тенкĕн 8 ытла процентне пухма йышăнчĕç. Пăслăк ял Канашĕ пархатарлă ĕç валли пĕтĕмĕшле хакăн 13 процентне хывать. Спонсорсен пулăшăвĕ сакăр ытла процент пулмалла. Укçа-тенкĕн ытти пайне республика хысни уйăрасса шанатпăр. Асăннă проекта пурнăçа кĕртме вырăнти депутатсемпе ял хастарĕсенчен тăракан пуçаруллă ушкăн суйларĕç.
Минслу ВИДИНЕЕВА, пуçару ушкăнĕн пайташĕ.
Пишпÿлек районĕ,
Пăслăк ялĕ.

Асăну палăкне çĕнетесси – сăваплă ĕç
Асăну палăкне çĕнетесси – сăваплă ĕç
Асăну палăкне çĕнетесси – сăваплă ĕç
Асăну палăкне çĕнетесси – сăваплă ĕç
Асăну палăкне çĕнетесси – сăваплă ĕç
Асăну палăкне çĕнетесси – сăваплă ĕç
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: