Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
4 Кӑрлач 2023, 14:40

Çулсене йĕркене кĕртĕç

Кармаскалă районĕнчи Прибельский ялĕнчи Медицинская урамĕнче пурăнакансем «Вырăнти пуçарусене пулăшу паракан программăна» (ППМИ) хутшăнма кăмăл турĕç.

Çак тĕллевпе йĕркеленĕ пухăва Прибельский ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Наталья Суркова (çак йĕркесен авторĕ) уçрĕ. Пĕр ял çыннисем пухăвăн председательне тата секретарьне, çавăн пекех шутлав комиссине суйларĕç.
– Медицинская урамра пурăнакансем «Вырăнти пуçарусене пулăшу паракан программăна» хутшăнас кăмăлпа ман пата тухрĕç. Программăпа килĕшÿллĕн конкурс шайĕнче территорисене тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртме республика бюджетĕнчен субсидисем параççĕ, – тесе сăмах пуçларĕ Наталья Анатольевна.
Пухăннисем пĕр саслă пулса вырăнти çулсене юсассишĕн сасăларĕç. Çак пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçлама республика бюджетĕнчен 745 пин тенкĕ ыйтма палăртатпăр. Енчен те конкурсра çĕнтерсен ял çыннисен асăннă хисепрен 10 процентне хăйсен хывмалла пулĕ. Залра ларакансем укçа пуçтарма хирĕç пулмарĕç. Унсăр пуçне спонсорла пулăшу паракансемпе те килĕшÿ хатĕр.
Пуху вăхăтĕнче пухăннисем проект епле майпа пурнăçа кĕнине тимлесе тăракан пуçаруллă ушкăна суйларĕç. Унта Наталья Матюшина, Миляуша Габбасова, Владимир Матюшин, Альмира Богданова, Фанзиля Баемова кĕчĕç.
Çавăн пекех пĕр ял çыннисем перекетленĕ укçа-тенкĕпе мĕн тăвассине те сÿтсе яврĕç. Йышăнупа килĕшÿллĕн урамри çутă валли лампăсем туянма палăртрĕç.
Наталья СУРКОВА,
Прибельский ял хутлăхĕн пуçлăхĕ.
Кармаскалă районĕ.

Çулсене йĕркене кĕртĕç
Çулсене йĕркене кĕртĕç
Çулсене йĕркене кĕртĕç
Çулсене йĕркене кĕртĕç
Çулсене йĕркене кĕртĕç
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: