Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
18 Кӑрлач 2023, 09:30

Мемориал лартасси сыввисене кирлĕ

Декабрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Çирĕклĕ ялĕнчи культура çуртĕнче 2023 çулта «Вырăнти пуçарусене пулăшу паракан программăна» (ППМИ) хутшăнассипе пĕтĕмĕшле пуху иртрĕ.

Мемориал лартасси сыввисене кирлĕ
Мемориал лартасси сыввисене кирлĕ

Унта район администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусем тата кадрсем енĕпе ĕçлекен çумĕ А.А. Данилов, Çирĕклĕ ял Канаш пуçлăхĕ А.Г. Петров, ял старости Г.П. Андреев, ял хутлăхĕн депутачĕсем, Çирĕклĕпе Пишпÿлекрен, Алексеевкăпа Ситекрен, Такмаккаранпа Ситекпуçĕнчен, Мишаровкăпа Çĕнĕ Самаркинчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса паттăрсен вилĕмĕпе вилнисен, Çĕнтерÿпе таврăннисен тăванĕсем хутшăнчĕç. Пĕтĕмĕшле пухăва 60 ытла çын килчĕ.
Олеся Андреева ертсе пыракан пуçару ушкăнĕ пĕтĕмĕшле пуху ирттериччен ял çыннисем хушшинче асăннă программăна хутшăнасси тата мĕнле проект суйласси пирки ыйтăм йĕркеленĕччĕ. Ыйтăм вăхăтĕнче программăн пĕлтерĕшне уçса патăмăр, çынсене хăйсен шухăшĕсене пĕлтерме сĕнтĕмĕр, ял халăхĕн укçа-тенкĕ хывма тÿр килнине те сÿтсе яврăмăр. Çавăн пекех хресченпе фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем спонсорла пулăшу пама пултарассипе çыхăннă ыйтăва та пăхса тухрăмăр, ял тата район тулашĕсенче пурăнакан ентешсем патне укçа-тенкĕ пулăшăвĕ ыйтса йыхравпа тухрăмăр.
Пухура уйрăмах педагогика ĕçĕн ветеранĕн, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕн Салаутдин Юнусович Саватнеевăн хĕрĕн С.С. Андрееван сăмахĕсем чуна пырса тиврĕç. Саватнеевсен йăхĕнчен фронта 18 çын кайнă, вĕсенчен улттăшĕ вăрçă хирĕнче выртса юлнă.
– Енчен те эпир, сыввисем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен ячĕсене ĕмĕрлĕхех асра хăварассишĕн тăрăшмасан эпир пĕр пус та тăмастпăр. Паянхи кун пирĕн кĕрÿ Украинăри ятарлă çар операцинче пирĕн Тăван çĕршыва хÿтĕлет. Эпир унпа мăнаçланатпăр, çĕнтерÿ пирте пуласса шанатпăр, – терĕ хумханса педагогика ĕçĕн ветеранĕ.
Çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен çĕнтерÿпе таврăннă Н.Г. Тигипкăн ывăлĕ В.Н. Тигипко сăмах илчĕ. Вăл ашшĕн пиччĕшĕ Филипп вăрçăра вилнине, чăн малтанах вăл хăй вырăнти пуçару программишĕн сасăланине палăртрĕ, çав вăхăтрах пĕр ял çыннисене те уншăн сасăлама, пархатарлă ĕçе пурнăçа кĕртме пулăшма ыйтрĕ. Вырăнти пуçарусене пулăшу паракан программăна хутшăнассине Алексей Данилов, Владимир Васильев, Валерий Андреев тата ыттисем те ырларĕç. Программăпа çыхăннă информацие Çирĕклĕ ял Канашĕн официаллă сайтĕнче вырнаçтарнă.
Уçă сасăлавпа усă курса ял çыннисем пĕр саслă пулса «1941-1945 çулсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалласа мемориал лартасси тата тирпей-илем кĕртесси» проектшăн сасăларĕç. Çавăн пекех пухăннисем ял халăхĕнчен субсиди калăпăшĕнчен 20% пухассине ырларĕç. Уйрăм предпринимательсемпе Çирĕклĕ ял Канашĕ паракан спонсорла пулăшу та 20 процентпах танлашĕ.
Çав кунхинех пуçаруллă ушкăн йышне те суйларĕç. Унта Олеся Андреева, Геннадий Андреев, Лариса Трофимова, Татьяна Григорьева, Оксана Ильмурзина кĕчĕç. Пуçаруллă ушкăн программăна хутшăнас тĕллевпе конкурс заявкине хатĕрлĕ, проекта пурнăçа кĕртессипе çыхăннă информацие ял çыннисем патне илсе çитерĕ, халăхран укçа-тенкĕ пухассине, субботниксем йĕркелĕ.
Çирĕклĕсем «Вырăнти пуçарусене пулăшу паракан программăра» çĕнтерессе, «Никама та манман, нимĕн те манăçман» лозунга пурнăçа кĕртессе чунтан шанаççĕ.
Олеся АНДРЕЕВА,
пуçару ушкăнĕн ертÿçи.
Пишпÿлек районĕ,
Çирĕклĕ ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: