Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
7 Нарӑсӑн 2023, 13:00

Пирĕн историне манмалла мар

Кармаскалă тăрăхĕнчи Константиновка ялĕнче «Вырăнти пуçарусене пулăшу паракан программăна» (ППМИ) хутшăнассипе пĕтĕмĕшле пуху иртнĕ. Ял çыннисем асăннă программăн пĕлтерĕшне лайăх ăнланаççĕ. Мĕншĕн тесен проект вĕсемшĕн çивĕч ыйтусене татса пама пулăшать.

Пирĕн историне манмалла мар
Пирĕн историне манмалла мар

Йăмран ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Равиля Култыгина программăна хутшăнмалли условисемпе паллаштарнă, хăш проектсене пурнăçа кĕртме пултарнине каласа панă.
Халăх та хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ, сĕнÿсем панă: урама çутăпа тивĕçтерес, стадиона тирпей-илем кĕртес, тротуарсем тăвас, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалланă палăка юсаса çĕнетес ыйтусене тапратнă. Пуху вăхăтĕнче кашни ыйту-сĕнÿ çине тулли хурав панă.
– Хăйĕн историне астуман халăхăн пуласлăхĕ çук. Пирĕн историне манмалла мар! Çавăнпа 1990 çулта уçнă палăка юсаса çĕнетмелле. Ун чухне чылай фронтовик сывăччĕ, вĕсен ячĕсемпе хушамачĕсем списока лекмен. Паян ялта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă сывă пĕр ветеран та юлман. Пулас ăру паттăрсене пĕлтĕр, сума сутăр тесен вĕсен ячĕсене списока кĕртмелле, – каланă ялта тымар янă Фларис Каримов.
Пухăннисен ытларах пайĕ «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисене халалланă палăка юсасси» проектшăн сасăланă.
– Астăвăмран хакли нимĕн те çук. Тăван çĕршыва, тăван яла, пĕр ял çыннисене хăйсен пурнăçĕсене хÿтĕлеме кар! тăнă ентешсен ячĕсене ĕмĕр асра хăварасси пирĕн тĕп тивĕç пулса тăрать, – палăртнă Равиля Култыгина.
Пуху ирттернĕ хыççăн пуçару ушкăнне йĕркеленĕ. Унăн йышне Фларис Каримов, Мансаф Рахматуллин, Вячеслав Петухов кĕнĕ. Вĕсем ял халăхĕнчен укçа-тенкĕ пухĕç, ĕçсем мĕнле пурнăçланнине тимлĕç. Пуху йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кашни 18 çултан аслăрах çынран 130 тенкĕ пухма палăртнă. Çак яваплă ĕçе пурнăçа кĕртме спонсорсене те – уйрăм предпринимательсене – явăçтарĕç.
ППМИ вăл республикăпа муниципалитетăн, физикăпа юридици сăпачĕсен укçа-тенкĕ ресурсĕсене пĕрлештерекен, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама пулăшакан механизм шутланать.
Ирида НОВИКОВА.
Кармаскалă районĕ,
Константиновка ялĕ.

Пирĕн историне манмалла мар
Пирĕн историне манмалла мар
Пирĕн историне манмалла мар
Пирĕн историне манмалла мар
Пирĕн историне манмалла мар
Пирĕн историне манмалла мар
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: