Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
7 Нарӑсӑн 2023, 12:30

«Пире пушар машини кирлĕ!»

Çапла йышăнчĕç Куюргазă районĕнчи Кривле-Илюшке ял хутлăхĕнче пурăнакансем «Вырăнти пуçарусене пулăшу паракан программăна» (ППМИ) хутшăнма кăмăл тунă май.

«Пире пушар машини кирлĕ!»
«Пире пушар машини кирлĕ!»

Кашни çын хăй пурăнакан вырăна хăтлăрах курасшăн. Ял çыннисемшĕн хăрушсăрлăхра пурăнни уйрăмах малти вырăна тухса тăрать. Кирек мĕнле ĕмĕт-шухăша пурнăçа кĕртме вара укçа-тенкĕ кирлĕ. Шăпах çак самантра пуçарулăх бюджечĕпе усă курни чылай пулăшать.
Çак тĕллевпех Шурă Эмекеçпе (Павловка) Кривле-Илюшке ялĕсенче пурăнакансем февраль уйăхĕн 2-мĕшĕнче пухăва пуçтарăнчĕç. Ăна Шурă Эмекеç ялĕнчи культура çуртĕнче йĕркелерĕç. Пухăва Кривле-Илюшке ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Игорь Ворошилов уçрĕ.
– Иртнĕ çулхине 2023 çулта туса ирттермелли ĕç объектне палăртассипе тата ППМИ проектне суйлассипе çыхăннă пуху иртрĕ. Ял çыннисем çул сарма, шыв кĕртме, яла кĕмелли вырăнта хапха туса лартма, пушар машини туянма сĕнчĕç. Сĕнекен çивĕч ыйтусене пăхса тухрăмăр, – тесе каларĕ Игорь Леонидович.
Паянхи пухура халăх хăй шухăшне уççăн пĕлтерчĕ. Пурте пĕр тĕллевлĕ, пĕр саслă пулса пушар машини туянма йышăнчĕç. Хальхи вăхăтра Кривле-Илюшке ял хутлăхĕнче пушар деповĕ тата ЗИЛ 131 пушар машини пур. Анчах унăн ĕçлемелли срокĕ тухать тесен те йăнăш пулмĕ. Унсăр пуçне ял хутлăхне 12 ял кĕрет. Енчен те инкек-синкек сиксе тухас пулсан çывăхри ялсене çитме вара чылай вăхăт кирлĕ.
– Программăпа килĕшÿллĕн конкурс шайĕнче мобильлĕ пушар комплекчĕ МПК-0,8 УАЗ машина туянма палăртатпăр. Район администрацийĕ прицеплă савăтпа тивĕçтерме шантарчĕ. Çак пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçлама виçĕ çăлкуçран укçа-тенкĕ пуçтарăнать. Енчен те конкурсра çĕнтерсен ял çыннисен кирлĕ укçа-тенкĕн 10 процентне хăйсен хывмалла пулĕ. Кривле-Илюшке ял Канашĕ пархатарлă ĕç валли пĕтĕмĕшле ĕçĕн 10% хывĕ. Спонсорсен пулăшăвĕ те 10 процентпа танлашĕ. Укçа-тенкĕн ытти пайне республика хысни уйăрасса шанатпăр, – калаçăва малалла тăсрĕ ял хутлăхĕн пуçлăхĕ.
Пуху вăхăтĕнче залра ларакансем укçа пуçтарма хирĕç пулмарĕç. Проект епле майпа пурнăçа кĕнине тимлесе тăракан пуçаруллă ушкăна та суйларĕç. Ăна Шурă Эмекеçпе Унгар (Арслано-Амекачево) ялĕсен старостисем Иван Леонтьевпа Халеф Хасанов ертсе пырĕç. Вĕсене çак ĕçре Анастасия Амекачева, Ирина Игнатьева, Василий Герасимов тата Рамзиля Габбасова ял хастарĕсем пулăшĕç. Вĕсемех халăх хушшинче пысăк ăнлантару ĕçне ирттерĕç, çынсенчен укçа-тенкĕ пухĕç.
Халĕ Ĕпхÿ хулине яма электронлă документсем хатĕрлес ĕç пырать. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем май уйăхĕнче паллă пулĕç. Кривле-Илюшке ял хутлăхĕнче пурăнакансем конкурсра çĕнтерессе шанса тăраççĕ.
Куюргазă районĕ, Шурă Эмекеç ялĕ.

«Пире пушар машини кирлĕ!»
«Пире пушар машини кирлĕ!»
«Пире пушар машини кирлĕ!»
«Пире пушар машини кирлĕ!»
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: