Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
16 Майӑн 2023, 10:35

Никитинка ялĕнчи масар халăх вăйĕпе тирпейленет

Хальхи вăхăтра Ермеккей районĕнчи Никитинка ялĕнче масар картине профнастилпа тытса çавăрас ĕç пырать.

Никитинка ялĕнчи масар халăх вăйĕпе тирпейленет
Никитинка ялĕнчи масар халăх вăйĕпе тирпейленет

Никитинка ял хастарĕ Геннадий Никонов, кунта çуралса ÿснĕ, халĕ Пелепей хулинче тымар янă Александр Лазарев, Суккул ялĕнче пурăнакан Николай Романовпа Вячеслав Шевелев, Вениамин Спиридоновпа Анатолий Чернов, Юрий Шадрин, çак ялтан тăватă çухрăмра вырнаçнă Креппит ял старости Валерий Григорьев тата ыттисем тăрăшнипе кĕске вăхăт хушшинчех çăва йĕри-тавра тимĕр карта çĕкленсе ларнă темелле.
Суккул ял старости Федор Вещняков куçса çÿрекен электрогенератор станцийĕпе тивĕçтернĕ, Çурçĕрте ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Вениамин Спиридонов ăста сварщик сварка ĕçĕсене пурнăçланă пулсан, Юрий Шадрин эксковаторпа çÿп-çапа тасатма пулăшнă. Ольга Лебедева профильсене сăрланă.
Масар таврашне тата хамăр мăн асаттесемпе асаннесен, тăвансен вил тăприйĕсене пăхса, тирпейлесе тăрасси – пирĕн сăваплă та яваплă тивĕç. Никитинка ялĕнче пурăнакансемшĕн çак ыйту çивĕч тăраканнисенчен пĕри шутланнă. Çур ĕмĕр каялла тытса çавăрнă картасем кивелсе юхăннине пула сăваплă вырăна выльăх-чĕрлĕх ирĕккĕнех кĕрсе çÿреме, вил тăпри йĕри-тавра çавăрнă картасене, хĕрессене сиен кÿме пуçланă. Пĕрлĕхлĕ субботниксем ирттерме май килменнипе хыт-хурапа çапă-çĕпĕ те чылаях пухăннă. Çавна май иртнĕ çулхи кĕркунне хĕрарăмсем пĕр-пĕринпе калаçса татăлса масар çине тирпей-илем кĕртме пухăннă. Вĕсем çÿп-çапа пуçтарнă, йĕри-тавра ашкăрса ларакан кирлĕ мар хунавсене кăкланă.
Субботник хыççăн Геннадий Никоновпа Александр Лазарев тата Николай Романов ял масарĕ йĕри-тавра карта тытма сĕннĕ. Халăх çак шухăша ырласа йышăннă. Çапла ĕç пуçланса кайнă. Хĕл тăршшĕпе укçа пуçтарнă, кирлĕ материалсене (пăрăхсем, профнастил) туяннă. Александр Лазарев тĕрлĕ майлă пулăшнă, пархатарлă ĕçе укçа хывнă кашни çыннах (Людмилăпа Ирина Черновасем, Таисияпа Ирина Трофимовасем, Николай Лазарев, Светлана Никитина, Александр Лазарев тата ыт. те) чунтанах тав тăвать. Ырă ĕç телей кÿретех.
Никитинка – Суккул ял хутлăхне кĕрекен Ермеккейпе Туймазă районĕсен чиккинче вырнаçнă ял. Вăл XIX ĕмĕр вĕçĕнче – XX ĕмĕр пуçламăшĕнче йĕркеленнĕ. 1943-1948 çулсенче кунта 100 ытла килĕ пулнă. Никитинкăра шкул, лавкка ĕçленĕ. Михайловкăпа Никитинка ялĕсем хушшинче, икĕ яла пĕрре, клуб та пулнă. Шел пулин те, паян кун ялта пĕр килĕре кăна пурăнаççĕ, çуллахи вăхăтра çеç 5-6 килĕ пулса каять. Вырăнĕсем вара кунта ытармалла мар, вăрманĕ, çăлкуçĕ, шывĕсем хăй патне туртаççĕ. Çырли-кăмпи тем чухлех. Ял хутлăх администрацийĕ тăрăшнипе çулне те пăхсах тăраççĕ.
Надежда РОДИОНОВА.
Ермеккей районĕ, Никитинка ялĕ.

Никитинка ялĕнчи масар халăх вăйĕпе тирпейленет
Никитинка ялĕнчи масар халăх вăйĕпе тирпейленет
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: