Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
8 Августӑн 2023, 11:55

Çимĕк çитес умĕн…

Çимĕк çитесси пĕр эрне юлсан ялти чи хастар та ĕçчен мăшăр, Анатолийпе Елена Акимовсем, ял-йышпа калаçса татăлса пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕç тума, юхăннă масар картине улăштарма, ăна профнастилпа тытса çавăрма палăртрĕç. Пурте хапăл тусах килĕшрĕç.

Çимĕк çитес умĕн…
Çимĕк çитес умĕн…

Сăваплă ĕçе пурнăçа кĕртме ял-йышран укçа-тенкĕ пухрĕç – кашни çемьерен пиншер тенкĕ. Çакăн пирки çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан ентешсене те хыпарларĕç. Çав кунхинех Елена Акимован телефон номерĕпе çыхăннă банк картти çине пĕрин хыççăн тепри укçа куçарчĕç.
Ырă ĕмĕте пурнăçа кĕртме Çÿрçĕрте ĕçлекен Владимир Тимофеев 2000, аякра пурăнакан Вячеслав Григорьев 2000, Венера Нафикова 2000, Ираида Захарова 2000, Светлана Кудряшова 3000, Тамара Романова 5000, Роза Федорова 2000, Олеся Сасонова 3000, Игорь Игнатьев 2000 тенкĕ ярса пачĕç. Çапла пухмач майĕпен тулса пычĕ. «Базы» СПК часавай валли 45 пин тенкĕ пуçтарса пачĕ. Елена каланă тăрăх, халăх пуçарăвĕпе 120 600 тенкĕ пухăннă. Пĕтĕмĕшле вара – 272 950 тенкĕ. Сметăсемпе килĕшÿллĕн масар картине профнастилпа тытса çавăрма 173 763 тенкĕ тăкакланать. Запасра 99 187 тенкĕ нухрат тăрса юлать.
Укçа-тенкĕ ыйтăвне татса панă, материалсем туяннă хыççăн ял халăхĕ масар çинче пухăнчĕ. Кунта ĕç вĕресе тăчĕ. Икĕ кун хушши пĕр ял çыннисем кивĕ тимĕр сеткăна сÿтрĕç, сăваплă вырăна симĕс тĕслĕ шăтăрнак-профнастилпа тытса çавăрчĕç. Халăхпа канашланă хыççăн юлнă укçапа клуб йĕри-тавра çĕнĕ хÿме тытма палăртрĕç. Халĕ вара кивĕ картана сÿтес ĕçе пуçарса ярассине кĕтетпĕр.
– Культура çурчĕн пахчинче ĕçĕ нумай. Унăн территорийĕнче хурăнсем тата ытти йывăçсем кашласа лараççĕ. Вĕсене мĕнле кирлĕ çапла лартнă. Анчах хăрнисене, ватăлнисене касма вăхăт çитнĕ. Йывăççисене çăра лартнипе, ял чăххисем хуçаланнипе курăкĕ начар ÿсет. Унсăр пуçне çÿп-çапĕ те чылай пухăннă. Клуб çурчĕ ял варринче ларать, вăл тăван кĕтесĕн сăнне пăсать. Май çитерсе çÿп-çапа пухмалла, картине улăштармалла, – пĕлтерет хăйĕн шухăшĕсене пăшăрханса Елена Акимова.
Çапла хамăр тăрăшмасан пире никам та, нимĕн те туса памасть. Çавăнпа та тăван тăрăхри пурнăç, хăтлăх пурне те тивĕçтертĕр тесен пĕрле кар! тăрса ĕçлемелле. Пĕр çыхăнура пулмасан нимĕнле çитĕнÿпе ÿсĕм çинчен те калаçмалли çук.
Юлиан ЗАХАРОВ.
Чекмагуш районĕ,
Тапканчă ялĕ.

Çимĕк çитес умĕн…
Çимĕк çитес умĕн…
Çимĕк çитес умĕн…
Çимĕк çитес умĕн…
Çимĕк çитес умĕн…
Çимĕк çитес умĕн…
Çимĕк çитес умĕн…
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: