Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
19 Сентябрӗн 2023, 12:30

Пĕрле калаçса улшăнусем тăватпăр

Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче пурăнакансем Вырăнти пуçарусене пулăшу памалли программăна (ППМИ) çулсерен хастар хутшăнаççĕ. Эпир программа пулăшнипе пилĕк проект – «Краснояр ялĕнчи çулсене юсасси», «Слакпуç ялĕнчи ача сачĕн чÿречисене улăштарасси», «Ялта спорт лапамĕ йĕркелесси», «Шкулти чÿрече блокĕсене улăштарасси» тата «Ача-пăча сачĕн территорийĕнче вылямалли лапам тăвасси» – пурнăçа кĕртрĕмĕр.

Пĕрле калаçса улшăнусем тăватпăр
Пĕрле калаçса улшăнусем тăватпăр

Вырăнти пуçарусене пулăшу памалли программа – питĕ лайăх программа. Вăл ял-саласенче пурăнакансемпе пĕрле вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама пулăшать. Чи пĕлтерĕшли тата кăсăкки ăнăçушăн тăрăшакан ял çыннисем çеç укçа илме пултарни. Республика конкурсĕнче çĕнтерме çăмăл мар.
Çак тĕлĕшпе пире ăннă-ха. Мĕншĕн тесен ялта пĕчĕк тăван кĕтесшĕн чунĕпе пăшăрханакан, пуçаруллă тата ĕçчен çынсем нумай. ППМИне хутшăннă май эпĕ виçĕ хутчен пуçару ушкăнĕн председателĕ пултăм, çав шутра «Ача-пăча вылямалли лапам» проектпа та. Кăçал та пирĕн лайăх команда йĕркеленчĕ. Ытларах унăн йышне вĕрентÿпе культура сферисенче ĕçлекенсем кĕчĕç. Çав вăхăтрах пĕр ял çыннисем те айккинче тăрса юлмарĕç – пулăшу, çĕнĕ шухăшсем пачĕç.
Кирлĕ чухлĕ укçана часах пухрăмăр. Халĕ мĕнпур ялĕпе строительство ĕçĕсем вĕçленессине, вылямалли лапама вырнаçтарассине чăтăмсăр кĕтетпĕр. Ачасене ача садне çÿретнĕ май паянхи куна тивĕçтерекен лапампа савăнса иртĕпĕр. Тинех ял ачисен çĕнĕ вылямалли лапам пулĕ. Çакăн йышши вăйă хатĕрĕсене вĕсем хулара çеç курнă.
Кивĕ ача-пăча лапамĕпе сывпуллашма васкамарăмăр. Ăна ял варринчен аякра вырнаçнă урамра лартрăмăр. Пĕтĕм урам лапама вырнаçтарас, унтан сăрлас ĕçе хутшăнчĕ. Çапла туса эпир пĕртте йăнăшман: лапамăн иккĕмĕш пурнăçĕ – хаваслă та шавлă – вăй илчĕ. Кунта иртен пуçласа каçчен ача-пăча сасси, кулли илтĕнет.
Ял çыннисем малашне те Вырăнти пуçарусене пулăшу памалли программăна хутшăнасса шанатăп. Пурнăçа лайăхлатма пулăшакан мая алăран вĕçертмелле мар. Ял илемленнине пурте кураççĕ, сăнаççĕ. Пирĕн ачасем ăшă та çутă шкул çулчченхи учрежденипе шкулта воспитани илеççĕ, ăс пухаççĕ. Краснояр ялĕнче пурăнакансем кирек мĕнле çанталăкра та иртсе çÿремелли çĕнĕ çулпа савăнаççĕ. Слакпуçĕнчи спорт лапамĕнче ачасемпе çамрăксем сывлăхĕсемпе ÿт-кĕлеткине çирĕплетеççĕ. Ачасем кунта хаваспах волейбол выляççĕ. Вĕсем хăйсемех мечĕксем туянчĕç, сеткăна улăштарчĕç, спорт лапамĕнче çутăрах пултăр тесе çутă ламписем туянма пулăшрĕç.
Пĕрле ĕçлени, тăрăшни сая кайманни куç умĕнчех. Çакă паллах савăнтарать.
Ольга АНДРЕЕВА,
музей комплексĕн
кĕçĕн наука ĕçченĕ.
Пелепей районĕ,
Слакпуç ялĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: