Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
17 Октябрӗн 2023, 11:35

Треппел ялĕн илемĕ стелăран пуçланать

Октябрь уйăхĕн 11-мĕшĕ Пушкăртстан Республикин кунĕ шутланать. Çав кун хуласемпе ялсенче уяв мероприятийĕсем иртеççĕ. Вĕсенчен Авăркас тăрăхĕнчи Треппел ялĕ те айккинче юлман. Ирхинерен çанталăк пĕлĕтлĕ, çумăр çунă пулсан та ял çыннисен чунĕсенче ăшă та савăк кăмăл-туйăм хуçаланнă. Асăннă кун «Эпĕ Треппеле юрататăп» стела уçнипе паллă пулнă.

Треппел ялĕн илемĕ стелăран пуçланать
Треппел ялĕн илемĕ стелăран пуçланать

Стелăна хăпартни, ăна тума камсем укçа уйăрни çинчен «Урал сассин» 35№ çырнăччĕ. Асăннă мероприятие Треппел ялĕн 250 çулхи юбилейне халалланă. Ăна ырă кăмăллă ял çыннисен укçи-тенкипе хăпартнă. Стела çинчи фонарьпе сак тăван кĕтесе юратнине пĕлтереççĕ. Асăннă арт объект вырнаçтарнă кунранах çынсене хăй патне туртать. Илемлĕ вырăнта ял çыннисем çеç мар, хăнасем те сăн ÿкерчĕк ÿкме чарăнаççĕ.
Уяв мероприятине ял çыннисем, хăнасем, ял хутлăх администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхĕ Ирина Пашкина хутшăннă. Вăл тата ял хутлăх администрацийĕн малтанхи пуçлăхĕ Ирина Захарова пуçару ушкăнĕн хастарĕсене – Н.Н. Федорова, О.П. Федорована, М. А Виноградована, А.А. Григорьева, Н.М. Михайлована, Л.С. Тарасована – Тав çырăвĕсемпе чысланă. Мероприятин официаллă пайĕ хыççăн ялти культура çурчĕн ĕçченĕсем хатĕрленĕ концерт иртнĕ, ял çыннисемпе хăнасем валли чей ĕçессине йĕркеленĕ.
Яла тирпей-илем кĕртесси пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту, çак ĕçре ял çыннисен тÿпи пысăк. Треппел ял Канашĕ 7 çул тăршшĕ вырăнти пуçарусене пулăшакан программăна хутшăнать, çитес 2024 çулта та унран юласшăн мар.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Авăркас районĕ, Треппел ялĕ.

Треппел ялĕн илемĕ стелăран пуçланать
Треппел ялĕн илемĕ стелăран пуçланать
Треппел ялĕн илемĕ стелăран пуçланать
Треппел ялĕн илемĕ стелăран пуçланать
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: