Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
7 Ноябрӗн 2023, 11:45

Пĕрлĕхпе ĕçченлĕх çимĕçĕ

Шаран районĕнчи Тÿртÿллĕ ялĕнче «Обществăлла вырăна – сквера – тирпей-илем кĕртесси» проекта пурнăçа кĕртнĕ.

Пĕрлĕхпе ĕçченлĕх çимĕçĕ
Пĕрлĕхпе ĕçченлĕх çимĕçĕ

Объекта уçасси мĕнпур Тÿртÿллĕ çыннисемшĕн те чăн-чăн уяв пулса тăчĕ. Туймазă хулинчи уйрăм предприниматель Ильфат Карипов сквер йĕри-тавра çĕнĕ тимĕр карта тытса çавăрнă.
Сквера тирпей-илем кĕртес ĕçе ял çыннисем те – Геннадий Михайлов, Кирилл Леонтьев, Иван Леонтьев, Александр Петров, Гавриил Иванов – пысăк тÿпе хывнă. Вĕсем брусчатка хурса тухнă, беседкăна юсанă, саксемпе урнăсем вырнаçтарнă. Техникăпа тата укçа-тенкĕпе Игорь Файзуллин, Юрий Кондратьев уйрăм предпринимательсем пулăшнă.
– Проекта пурнăçа кĕртме ял халăхĕпе спонсорсем 470 пин тенкĕ пуçтарчĕç. Пурне те пулăшупа хастарлăхшăн пысăк тав. Тÿртÿллĕ ялĕнчен тухнисем те нумай пулăшрĕç, – тет пуçару ушкăнĕн председателĕ Ирина Андреева. – Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 1 миллион та 800 пин тенке ларчĕ. Ял Канаш хыснинчен 260 пин тенкĕ уйăрчĕç, республикăннинчен – пĕр миллион та 100 пин тенкĕ. Хамăр тĕллеве çынсем туслă пулнипе пурнăçа кĕртме пултартăмăр.
Çемье аллейи скверăн чăн-чăн илемĕ пулса тăнă. «Симĕс Пушкăртстан» республикăри экологи акцийĕн витĕмĕпе кăвак чăрăш, маньчжури мăйăрĕ лартнă. Акцие çынсем çемйи-çемйипе килнĕ. Унта Радикпа Светлана Быковсен нумай ачаллă çемйи те хутшăннă. Вĕсем виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Степан ялăн чи çамрăк çынни шутланать, вăл пĕр уйăх тултарнă.
Тÿртÿллĕсемпе пĕрле савăнăçа Шаран район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марат Ахмадуллин, муниципаллă район Канашĕн депутачĕ Марсель Мухаметов, Шаран ялĕнчи Михаил Архангел храмĕн настоятелĕ Василий Тымчук (вĕсем сăн ÿкерчĕкре) пайланă. Хăнасем Тÿртÿллĕре пурăнакансене асăннă объекта уçнă ятпа саламланă, ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем тума суннă. Марат Замирович Геннадий Михайловпа Кирилл Леонтьева Шаран район администрацийĕн, Ильфат Карипов уйрăм предпринимательпе пуçару ушкăнĕн председательне Ирина Андреевана муниципаллă район Канашĕн Тав çырăвĕсемпе чысланă. Ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Ляйсан Гибатова Александр Петрова, Иван Леонтьева, Гавриил Иванова, Венера Петрована Тав çырăвĕсем парса палăртнă.
Хĕрлĕ хăйăва касма Шаран район администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марат Ахмадуллин тата Тÿртÿллĕ ялĕн хисеплĕ çыннисенчен пĕри, педагогика ĕçĕн ветеранĕ, вырăнти шкул директорĕ пулнă Родион Исаевич Николаев тивĕçнĕ. Пуçтарăннисен умне концерт номерĕсемпе Тÿртÿллĕ шкул ачисен «Шевле» чăваш вокал ансамблĕ тата ялти Наталья Чурсинапа Геннадий Михайлов тухнă.
Тÿртÿллĕ ял хутлăхĕ «Вырăнти пуçарусене пулăшу паракан программăра» (ППМИ) пиллĕкмĕш хут çĕнтерчĕ. Асăннă программа пулăшнипе Тÿртÿллĕ, Барсуково, Сарсаз ялĕсенче çулсене юсанă, Тÿртÿллĕ шкулĕнче çĕнĕ пластик чÿречесем лартнă. ППМИ проект çынсен шанăçĕсене тÿрре кăларчĕ, вăл пулăшнипе ялти нумай ыйтăва татса пама май пуррине тепĕр хут çирĕплетрĕ.
Руслан ХАФИЗОВ.
Шаран районĕ, Тÿртÿллĕ ялĕ.

Пĕрлĕхпе ĕçченлĕх çимĕçĕ
Пĕрлĕхпе ĕçченлĕх çимĕçĕ
Пĕрлĕхпе ĕçченлĕх çимĕçĕ
Пĕрлĕхпе ĕçченлĕх çимĕçĕ
Пĕрлĕхпе ĕçченлĕх çимĕçĕ
Пĕрлĕхпе ĕçченлĕх çимĕçĕ
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: