Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
19 Декабрӗн 2023, 11:50

Çĕнĕ çула – çĕнĕ тĕллевсемпе

Çĕнĕ çул умĕн иртнĕ çула пĕтĕмлетесси тата çĕнĕ плансем йышăнасси йăлана кĕнĕ. Пелепей районĕнчи Ярмулай ял Канашĕнче пурăнакансен мĕнпе савăнмалли, мăнаçланмалли пур-ха.

Çĕнĕ çула – çĕнĕ тĕллевсемпе
Çĕнĕ çула – çĕнĕ тĕллевсемпе

Кăçал Баймурза ялĕнче вăрах кĕтнĕ фельдшерпа акушер пунктне хута янă, Ярмулай ялĕнче Ленин урамĕнче тăрса юлнă 400 метр асфальт çула тĕпрен юсанă. Пушар деповĕ туса лартнине пула халĕ пушар машини ăшă хуралта куçрĕ. Çакă хурçă ута хăвăртрах хускатса инкек пулнă çĕре вăхăтлă çитме май парать. Унтах кăçал ял хутлăхне панă МТЗ-82 М трактор та вырăн тупрĕ. Сăмах май каласан, вăл ялсем хушшинчи çула тасатма пуçларĕ те ĕнтĕ. Вăтам шкулта вĕренекенсене шкула та, каялла та çĕнĕ автобус турттарать. Хутлăхри ялсене электричество çутипе тивĕçтерес енĕпе те йывăрлăхсем çук.
Ял масарĕсен картишĕсене те çĕнетсех тăраççĕ, çак ĕçе ял çыннисем хăйсем хастар хутшăнаççĕ. Нумаях пулмасть Ярмулай ялĕнче тирпей-илем кĕртес енĕпе субботник йĕркелерĕç. Николай Миронов ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ ертсе пынипе Севенчĕ шывĕ урлă выртакан кĕпер çывăхĕнчи йывăçсемпе тĕмсене касса тирпейлерĕç. Пĕрлĕхлĕ ĕçе килнĕ 23 çынран çурри – пенсионерсем. Çав шутра 75 çулхи Анатолий Семенов, Геннадийпе Виктор пĕртăван Яковлевсем, Анатолий Тихонов, хĕрарăмсенчен Надежда, Валентина, Лидия Ивановасем, Людмила Акимова тата ыт.те. Юр вăйлă çума пуçланине пăхмасăр субботника килнисем пуçланă ĕçе ăнăçлă вĕçлерĕç.
Çак кунсенче Ярмулай клубĕнче ял хутлăхĕнче пурăнакансен пухăвĕ иртрĕ. Ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Николай Миронов пуçтарăннисене 2024 çулта вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăна хутшăнмалли положенипе, ыйтăмсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе (вĕсене Баймурза, Этĕл, Малоалександровка, Ярмулай ялĕнче пурăнакансем хуравланă) паллаштарчĕ. Пурте пĕр саслă пулса МТЗ-82 М çĕнĕ трактор валли прицеп урапа, çулмалли хатĕр тата КУН погрузчик илме палăртрĕç.
Михаил СИДОРОВ.
Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ.

Çĕнĕ çула – çĕнĕ тĕллевсемпе
Çĕнĕ çула – çĕнĕ тĕллевсемпе
Çĕнĕ çула – çĕнĕ тĕллевсемпе
Çĕнĕ çула – çĕнĕ тĕллевсемпе
Çĕнĕ çула – çĕнĕ тĕллевсемпе
Çĕнĕ çула – çĕнĕ тĕллевсемпе
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: