Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
26 Декабрӗн 2023, 10:02

Пĕчĕк утăмсемпе пысăк ĕç патне

Ялта татса памалли çивĕч ыйтусем чылай, анчах вĕсене бюджет укçипе çеç пурнăçа кĕртме йывăртарах. Апла пулин те Авăркас районĕнчи Пишкайăн ял хутлăхĕн администрацийĕ халăха пăшăрхантаракан ыйтусене мала кăларса вĕсен пурнăçне лайăхрах та хăтлăрах тума тăрăшать.

Пĕчĕк утăмсемпе пысăк ĕç патне
Пĕчĕк утăмсемпе пысăк ĕç патне

Ял хутлăхĕ вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăна пĕрремĕш çул мар хутшăнать. Ял çыннисем унта хутшăнни пĕрлехи вăйпа тăван тăрăха илем кÿмелли тата аталантармалли май пулнине ăнланаççĕ. Кирек мĕнле пысăк ĕç те пĕчĕк утăмсенчен пуçланать. Асăннă программăна тĕрлĕ çулсенче хутшăнса ялти культура çурчĕн чÿречисемпе алăкĕсене тата тăррине, ача садĕнчи йывăç алăксене тимĕррисемпе, кивĕ кантăксене пластик чÿречесемпе, вылямалли пÿлĕмри кивĕ урая улăштартăмăр, канализаци системине юсарăмăр, вăтам шкулăн чÿречисемпе кĕмелли алăкне çĕнетрĕмĕр, МТЗ-82.1 трактор тата ун валли прицеп, çакмалли оборудовани туянтăмăр. Кăçал та Пишкайăн ялĕнчи культура çуртне тĕпрен юсассипе çыхăннă проектпа вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăра çĕнтертĕмĕр.
Ял хутлăхĕнчи улшăнусен ăнăçăвĕ ытларах чухне ял сăн-сăпачĕпе илемĕшĕн тăрăшакан ял администрацийĕпе депутатсем, ырă кăмăллă та пуçаруллă çынсем пĕрле тачă çыхăнса ĕçленинчен килет. Ял администрацийĕн коллективĕ те палăртнă плансене пурнăçа кĕртес тесе тăрăшать. Ял халăхĕ ятĕнчен спонсорсене, КФХ пуçлăхне Максим Никифорова тата Алексей Савельев уйрăм усламçа, ытти ырă чĕреллĕ çынсене чунтан тав тăватăп.
Владимир ЕВСТАФЬЕВ, Пишкайăн ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ.
Авăркас районĕ.

Пĕчĕк утăмсемпе пысăк ĕç патне
Пĕчĕк утăмсемпе пысăк ĕç патне
Пĕчĕк утăмсемпе пысăк ĕç патне
Пĕчĕк утăмсемпе пысăк ĕç патне
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: