Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
3 Кӑрлач , 11:10

Ырă чĕреллĕ çыннăн ырă ĕçĕсем

Пирĕн республикăра хăйсен тăван тавралăхне, халăхне юратакан, ăна аталантарассишĕн тÿпе хывма хатĕр çынсем сахал мар. Вĕсенчен нумайăшĕ хăйсен пуçарăвĕпе, укçи-тенкипе пĕчĕк тăван кĕтесĕшĕн ырă ĕçсем тăваççĕ.

Ырă чĕреллĕ çыннăн ырă ĕçĕсем
Ырă чĕреллĕ çыннăн ырă ĕçĕсем

Çакна шута илсе ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров 2021 çулта «Атайсал» («Пĕчĕк тăван çĕршыв») проекта хута янăччĕ. Иртнĕ çула вара Тăван тавралăхшăн ырă ĕçем тумалли çулталăк тесе пĕлтернĕччĕ. Унăн витĕмĕпе пĕр те пĕр ялтан е хуларан тухнă ăнăçлă çĕршер çын хăйсен тăван кĕтесне май пур таран пулăшнă.
Çакăн пек пысăк та ырă чĕреллĕ çынсенчен пĕри – Пишпÿлек ялĕнче пурăнакан тивĕçлĕ канури А.М. Герасимов. Анатолий Михайлович хăй çуралса ÿснĕ Хушăлка ялĕнчи Çĕнтерÿ паркне тирпей-илем кĕртессипе çыхăннă проекта пурнăçа кĕртнĕ. Ĕç мĕнрен пуçланнă-ха? Тăван ялне каймассерен кашнинчех куçĕ тĕлне кивелсе, сукмакĕсем курăкпа витĕнме пуçланă Çĕнтерÿ паркĕ лекнĕ.
– Мĕншĕн тирпейлеместпĕр-ха çак сăваплă вырăна? Ку мирлĕ те телейлĕ пурнăçшăн çапăçнă, пуç хунă вăрçă паттăрĕсене чысламаннипе пĕрех. Çак ял çĕршыва Совет Союзĕн Геройне Константин Иванович Степанова, орден-медальсен кавалерĕсене Илья Андреевич Архипова, Аркадий Фролович Никитина, Иван Прохорович Данилова тата ыттисене те парнеленĕ. Ку ĕç – çитĕнекен ăрăва патриотизм воспитанийĕ парас енĕпе те пысăк пĕлтерĕшлĕ, – çаврăннă шухăшсем унăн пуçĕнче.
Анатолий Михайлович – ĕçрен хăраса тăракан çын мар. Вăл Шалти ĕçсен министерствин системинче сахал мар çул хушши вăй хунă отставкăри майор. Хăйĕн ĕçлĕ пурнăçне токарьтен пуçланăскер çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕ те, Пишпÿлек районĕнчи Тельман ячĕллĕ хуçалăх, «Водоканал» ООО ертÿçисем пулса ĕçленĕ. Шанса панă пур ĕçе те тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Яланах çĕнетмелле, тумалла, тирпейлемелле текен принциппа пурăннă.
Çĕнтерÿ паркне çĕнетессин малтанхи утăмĕ паркра Ĕмĕрлĕх çулăмĕ вырнаçтарассинчен пуçланнă. Ун валли пĕр метр сарлакăш пилĕк кĕтеслĕ тимĕр çăлтăр ăсталанă. Ăна вырнаçтарма хăмăр плитасенчен никĕс хатĕрленĕ, çулăм валли газ пăрăхĕ хывнă. Çапла 2021 çулхи май уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Çĕнтерÿ кунĕ умĕн, чаплă митинг ирттерсе, ĕмĕрлĕх çулăма чĕртсе янă. Çак кунах Михайловка чиркĕвĕнчи Георгий атте Ĕмĕрхи çулăма сăвапланă. Таврана каç сĕмĕ çапсассăн пĕлĕте тĕрлĕ тĕслĕ уяв салючĕ илем кÿнĕ.
Çав çулах паркра вун тăватă тĕп пилĕк çулхи кăвак чăрăш лартма май килнĕ. Сумлă тивĕçе çак ĕçре тĕрлĕ майлă пулăшу паракан «Переработка» тулли мар яваплă пĕрлĕх ертÿçи Валентин Судеев, Юрий Григорьев хресченпе фермер хуçалăх ертÿçи, Иван Кузнецов, Александр Чачаров предпринимательсем, Анатолий Михайловичпа Зоя Титова йăмăкĕ, Дутовсем, Сурковсем, ветерансен Канашĕн председателĕ Александр Женжуров, Эдуард Иванов тата ыт.те пурнăçланă. Вĕсем кашниех хăйсен ятĕнчен пĕршер тĕп йывăç лартнă.
Тепĕр çултан палăк патне тротуар хывас шутпа канмалли кунсенче субботниксем йĕркелесе 120 тăваткал метр çинчи тăпран çиелти сийне тикĕсленĕ, вак чул сарнă. Анатолий Михайлович çак ĕçе хастар хутшăннă, май тупса пулăшма килнĕ Николай тата Владимир Васильевсене, Николай Петровпа Валентин Ковальцова, Александр Женжуровпа Федор Сергеева, МТЗ тракторĕпе грави тата ытти япала турттарнă Юрий Григорьева, Алексей Герасимов шăллĕне чунтан тав тăвать. Чăн та, ку пĕччен тумалли ĕç мар. Çак йышпах вăрмана кайса пилĕк тĕп хыр каснă, вĕсене Пишпÿлекри пилорамăна çитерсе стойматериалсем валли хăма хатĕрленĕ.
Çапла ĕçпе хĕл çитнине те сисмен. Хĕл кунĕсенче Анатолий Михайлович хăй гаражĕнче саксем ăсталанă, Ĕпхÿ хула мэрĕ Ратмир Мавлиев патне çырупа çитсе 120 тăваткал метр тротуар плитки тата 130 метр тротуар бордюрĕ кирлине, ăна туянма укçа-тенкĕ сахалрах пулнине, район администрацийĕ укçа-тенкĕ енчен йывăрлăхра иккенне пĕлтернĕ. Ратмир Рафилович пирĕн ентеше питĕ кăмăллă йышăннă. Унăн ыйтăвне тимлĕхсĕр хăварман, «Атайсал» проект витĕмĕпе тÿлевсĕрех ултă пин брусчатка уйăрса панă.
Иртнĕ çулхи çу кунĕсенче саксене вырнаçтарнă, каменщиксен бригадине чĕнсе илсе брусчаткăна сарнă, сакăр çутă юпи лартса светильниксем çакнă. Анатолий Михайлович çак ĕçсене пурнăçа кĕртме Валентин Судеев, çак ялта çуралса ÿснĕ, халĕ Пелепей хулинче пурăнакан Геннадий Кузнецов пысăк тÿпе хывнине палăртать.
Халĕ парк хуларинчен пĕртте кая мар, анчах Анатолий Михайловичпа Хушăлка ялĕнче пурăнакансем лăпланса ларма шутламаççĕ. Çитес çул вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăна хутшăнса (ППМИ-2024) вăрçă участникĕсемпе унта пуç хунисен ячĕсене шултăра сас паллисемпе çырса хума пысăк гранит плитасем вырнаçтарасшăн. Çак ĕç валли миллион çурă укçа кирлĕ пулать. Паянхи кун тĕлне ял хутлăх çыннисемпе икĕ пуху ирттернĕ (унта Виктор Тимофеев ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ те, ял старости те хутшăннă), пурте пĕр саслă пулса çак проектшăн сасăланă, пуçару ушкăнне суйланă.
Чăнах та, пиртен кашниех мĕнле те пулсан ырă ĕç тăвас пулсассăн тăван тавралăх калама çук илемлĕ те хăтлă пулĕччĕ. Çавăн пекех çын тунине те хаклама пĕлесчĕ.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.
Пишпÿлек районĕ,
Хушăлка ялĕ.

Ырă чĕреллĕ çыннăн ырă ĕçĕсем
Ырă чĕреллĕ çыннăн ырă ĕçĕсем
Ырă чĕреллĕ çыннăн ырă ĕçĕсем
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: