Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
10 Кӑрлач , 12:50

Мусинора пурăнакансем тахçанхи ĕмĕчĕ пурнăçа кĕрессе шанаççĕ

Мĕн авалтанах çынсен çут çанталăка, Тăван çĕршыва юратас, упрас туйăм пулнă. Вĕсем ăруран ăрăва асаттесенчен аттесем, кукамайсенчен аннесем патне куçса пынă. Çак туйăмсем пирĕн те, хальхи ăрăвăн, аталаннă. Çавăнпа та кашнин хăйĕн юратнă çут çанталăк кĕтесĕ, пĕчĕк Тăван çĕршыв, пур.

Мусинора пурăнакансем тахçанхи ĕмĕчĕ пурнăçа кĕрессе шанаççĕ
Мусинора пурăнакансем тахçанхи ĕмĕчĕ пурнăçа кĕрессе шанаççĕ

Пишпÿлек районĕнчи Мусино ялĕ ту айĕнче, Егоровка çырмине юхса кĕрекен Чатра шывĕ хĕрринче, вырнаçнă. Ял йĕри-тавра хурăнсемпе юмансем ÿсекен тусем сарăлса выртнăран çуртсем алтăр тĕпĕнчи пек лараççĕ. 2022 çулта Мусино хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă турĕ. Яла Пăслăк ялĕнчен куçса килнĕ çынсем йĕркелесе янă. Пăслăка чăвашсем XVIII ĕмĕрте Хусан кĕпĕрнинчен куçса килнĕ.
Пирĕн тăрăх кирек хăш вăхăтра та илемлĕ. Çуркунне сăртсем çийĕнчен васкаса юхакан илемлĕ шывсем, иртнĕ çулхи йăвисене шыраса вĕçекен кураксем шавлани, шăнкăрчсем юрлани, йывăçсем папка çурни, уçă та техĕмлĕ сывлăш илĕртет. Çулла – шăпчăксем каçса кайса юрлани, пучахлă ыраш, шăнкăрав курăкĕпе салтак тÿмин лăпкă та кĕвĕллĕ сассисем. Кĕркунне – пахча çимĕçпе улма-çырла, тĕрлĕ тĕслĕ йывăçсен çулçисем, ăшă çĕре вĕçсе каякан кайăксен сывпуллашу юррисем, кĕрхи вĕтĕ çумăр. Хĕлле – кăрлач уйăхĕнчи шартлама сивĕсем, нарăс уйăхĕнчи тăмансем. Çут çанталăкăн кашни вăхăчĕ хăйне майлă илемлĕ. Çакăн пек пуян манăн тăван тавралăх.
Ялта уçă та ырă кăмăллă çынсем пурăнаççĕ. Вĕсем пурте пĕр-пĕрин çинчен пурне те пĕлеççĕ, пулăшаççĕ. Кунта хăй вăхăтĕнче Максим Горький ячĕллĕ малта пыракан хуçалăхăн виççĕмĕш бригади вырнаçнăччĕ. Халăх тыр-пул çитĕнтернĕ, кăшман акса ÿстернĕ, çумланă. Ферма тата трактор паркĕ пурччĕ. Паллах, хальхи вăхăтри Мусино ялне унчченхипе танлаштараймастăн. Ĕлĕк вăл тулли пурнăçпа пурăнатчĕ. Хăйĕн шкулĕ, клубĕ (кунта пĕтĕм таврари ялснчен кино пăхма пуçтарăнатчĕç) пурччĕ. Апла пулин те ял пурнăçран тăрса юлман: газ, элекричество, шыв пăрăхĕ, интернет пур. Çулла урам аслашшĕ-асламăшĕ патне хăнана килнĕ ачасемпе тулать. Анчах та пĕр çитменлĕх пур – ялта лайăх çул çукки канăç памасть. Колхоз пур чухнех сарнă вырăнти вĕтĕ чул тахçанах саланса пĕтнĕ. Çулла тата хĕлле ял тăрăх çÿреме май пур пулсан çуркуннепе кĕркунне кунта автолавка та кĕреймест, ытти службăсем пирки вара калама та кирлĕ мар. Çынсем апат-çимĕç туянас, ял Канашне е райцентра çитес тесе ял вĕçне çуранах утса анаççĕ.
Çав сăлтавпах Мусинора пурăнакансем 2024 çулта вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăна хутшăнса вырăнти çулсене юсама шутларĕç. Программа ыйтнипе килĕшÿллĕн ял халăхĕпе пĕрле пуху, анкетăсем çине хуравлани, флешмоб ирттерчĕç. Пурте пĕр саслă пулса «Мусино ялĕнчи çула юсасси тата тирпей-илем кĕртесси» проекта суйласа илчĕç.
Асăннă проекта пурнăçа кĕртме республикăпа вырăнти бюджет укçа-тенкĕ уйăрĕç. Пĕр пайне ял халăхĕпе спонсорсем тÿлĕç. Ял çыннисем проекта хутшăнса çĕнтерессе, хăйсен тахçанхи ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕрессе шанаççĕ.
Рафаэль ИБРАЕВ.
Пишпÿлек районĕ, Мусино ялĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: