Урал сасси
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
16 Кӑрлач , 11:15

Проект витĕмĕпе Çĕнтерÿ паркне çĕнетĕç

Юлашки çулсенче Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка ялĕ çĕнелсех пырать. Унта та кунта хăтлă вырăнсем курăна пуçларĕç.

Проект витĕмĕпе Çĕнтерÿ паркне çĕнетĕç
Проект витĕмĕпе Çĕнтерÿ паркне çĕнетĕç

Ялта пурăнакансен ял варринче ларакан Çĕнтерÿ паркне тирпей-илем кĕртес шухăш паян кун анчах çуралман. «Историри паттăрла пулăмсене, çав вăхăтрах хурлăхлă самантсемпе çыхăннисене те, пирĕн яланах асра тымалла. Вĕсене хисеплесси ăруран ăрăва куçса пымалла», – теççĕ вĕсем. Хальхи вăхăтра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсен мăнукĕсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнса неонацистсене хирĕç кĕрешеççĕ. Çавăнпа та хамăр паттăрсен ячĕсене асра тытни, патриотизмпа пĕрлĕх туйăмĕсене упрасси паянхи куншăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас тĕллевпех ял çыннисем вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программа (ППМИ-2024) витĕмĕпе Çĕнтерÿ паркне юсама шутларĕç.
2023 çулхи ноябрь уйăхĕн 23-мĕшĕнче иртнĕ пĕрремĕш пухура хушăлкасем ППМИ-2024 программăна хутшăнасси пирки сасăларĕç. Ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Виктор Тимофеев республикăра пурăнакансем вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программа витĕмĕпе мĕнле проектсене пурнăçа кĕртни пирки каласа пачĕ.
Проект пĕлтерĕшĕ çакăнта: вăл ял çыннисем çĕкленĕ ыйтусене татса парас ĕçе халăха хăйне хутшăнтарать. Парка çĕнетессисĕр пуçне ытти ыйтусене те – урамсене электричество çутипе тивĕçтересси, ял хушшинчи çулсене юсасси (вăл та çивĕч тăракан ыйтусенчен пĕри шутланать) – хускатрĕç.
«Майсем те, пĕр пек шухăшлакансемпе меценатсем те пур чух тата пуçарăва пурнăçа кĕртме хыснаран укçа уйăраççĕ пулсан мĕншĕн çакăнпа усă курса ялшăн мĕн те пулсан ыррине тумалла мар?», – шутларĕç Хушăлкара пурăнакансем.
Çавăнтах пуçаруллă ушкăна та суйларĕç. Унта хисеплĕ, хастар та канăçсăр чĕреллĕ ял çыннисем кĕчĕç. Пуçламăшĕ пур, апла пулсан хушăлкасене ăнăçу сунмалли çеç юлать.
Çакăн хыççăн пуçаруллă ушкăн пайташĕсем ППМИ-2024 хутшăнассипе çыхăннă ыйтăва ял çыннисемпе сÿтсе яврĕç, вĕсене анкетăсем çине хуравлама ыйтрĕç. Çавăн пекех вырăнти шкулта та пуху ирттерчĕç (сăн ÿкерчĕкре). Кунта та Çĕнтерÿ паркне çĕнетес пуçарăва ырласа йышăнчĕç. Унсăр пуçне эрнесерен пуçаруллă ушкăнăн ларăвне ирттерчĕç. Вĕсенче парк территорийĕнчи ĕç йĕркине сÿтсе яврĕç.
Декабрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче пĕтĕмĕшле пуху иртрĕ. Ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Виктор Тимофеев ППМИ-2024 конкурс мĕнле мелпе иртнине, Хушăлка ялĕ те унта хутшăнма пултарнине пĕлтерчĕ. Асăннă программа витĕмĕпе хыснан укçи-тенки çитмен ыйтусене татса пама май пур. Кашнинчех патшалăхран тÿлевсĕр укçа памаççĕ. Апла пулсан ял халăхĕн айккинче тăрса юлмалла мар, ял пурнăçне хастар хутшăнмалла.
Пĕтĕмĕшле сасăлав хыççăн вырăнти халăх пĕр саслă пулса «Пишпÿлек районне кĕрекен Хушăлка ялĕнчи 1941-1945 çç. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсен Çĕнтерÿ паркне çĕнетесси тата тирпей-илем кĕртесси» проекта ырларĕ.
Зоя ТИТОВА, пуçаруллă ушкăн пайташĕ.
Пишпÿлек районĕ,
Хушăлка ялĕ.

Проект витĕмĕпе Çĕнтерÿ паркне çĕнетĕç
Проект витĕмĕпе Çĕнтерÿ паркне çĕнетĕç
Проект витĕмĕпе Çĕнтерÿ паркне çĕнетĕç
Проект витĕмĕпе Çĕнтерÿ паркне çĕнетĕç
Проект витĕмĕпе Çĕнтерÿ паркне çĕнетĕç
Проект витĕмĕпе Çĕнтерÿ паркне çĕнетĕç
Проект витĕмĕпе Çĕнтерÿ паркне çĕнетĕç
Проект витĕмĕпе Çĕнтерÿ паркне çĕнетĕç
Проект витĕмĕпе Çĕнтерÿ паркне çĕнетĕç
Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: