Вăл яла икĕ пая пайлать. Çыранăн сулахай енче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул çурчĕ курăнса ларать. Унта вĕренекенсем физкультурăпа спорта кăмăллаççĕ. Ытларах спортăн çак тĕсĕсене юратаççĕ: çăмăл атлетика, йĕлтĕрпе чупасси, пионербол, волейбол (ÿсĕмне кура). Ачасем район шайĕнчи ăмăртусенчен ялан парнеллĕ вырăнсем йышăнса таврăнаççĕ. Çакă вара вĕсене спорт залта ирттерекен тренировкăсене çÿреме хавхалантарать. Вĕренекенсем хаваспах физкультура урокĕсене çÿреççĕ, кунта йĕркелекен тĕрлĕ спорт мероприятийĕсене хутшăнаççĕ.
Камран тĕслĕх илмелли те пурах вĕсен: шкул выпускникĕсем, çамрăксем спорт залта каçсерен пухăнса волейбол тата ытти спорт вăййисене выляççĕ. Çавăн пекех кÿршĕ ялсен спорт командисемпе туслă тĕлпулусем йĕркелеççĕ. Анчах пĕр çитменлĕх пурри чăрмантарать – çуртăн тăрринчен шыв анать, кивĕ чÿречесенчен çил вĕрет.
Ял çыннисем çакна шута илсе, пĕр-пĕринпе канашланă хыççăн иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕн 22-мĕшĕнче пĕрремĕш пухăва пухăнчĕç, Вырăнти пуçарусене пулăшу паракан программăна хутшăнма йышăну турĕç. Мĕншĕн тесен асăннă программа чăннипех те ĕçлет, пĕр-пĕр ыйтăва татса пама пулăшать. Çак пухурах пуçару ушкăнĕн пайташĕсене суйларăмăр. Унта Сергей Вальщиковпа Сергей Васильев, Светлана Абдуллинапа Ольга Вальщикова, Татьяна Вальщиковапа Елена Васильева, Валерий Семеновпа Ирина Семенова, Петр Вальщиковпа Марс Хайбуллин тата Зинаида Семенова кĕчĕç. Çавăн пекех программăна хутшăнма темиçе проект сĕнчĕç: «Шкул территорийĕнче вырнаçнă ача-пăча лапамĕ валли оборудовани туянасси», «Шкул территорине карта тытса çавăрасси», «Спорт зал тăррине юсасси тата чÿречисене улăштарасси».
Лав вырăнтан тапранчĕ – пуçару ушкăнĕн пайташĕсем ăнлантару ĕçне ирттерчĕç, пĕр-пĕр сăлтавпа пухăва хутшăнман çынсем хушшинче ыйтăм йĕркелерĕç. Çакăн хыççăн ĕç коллективĕсенче темиçе хутчен пухăнчĕç. Ыйтăм вăхăтĕнче тата темиçе çĕнĕ проект сĕнекенсем те пулчĕç: «Яла кĕнĕ çĕртре стела вырнаçтарасси», «Урамри çутта юсасси».
Юлашки пухура, вăл 2023 çулхи декабрь уйăхĕн 21-мĕшĕнче иртрĕ, ял çыннисене мала тухнă виçĕ проектпа – «Шкул территорийĕнче вырнаçнă ача-пăча лапамĕ валли оборудовани туянасси», «Шкул территорине карта тытса çавăрасси», «Спорт зал тăррине юсасси тата чÿречисене улăштарасси» – паллаштарчĕç. Унтан сасăлав пуçланчĕ. «Спорт зал тăррине юсасси тата чÿречисене улăштарасси» проект ытларах сасă пухса мала тухрĕ. Палăртнине пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ енчен пулăшу паракан спонсорсем те çийĕнчех тупăнчĕç. Халăх та пулăшма хирĕç пулмарĕ. Хальхи вăхăтра заявка парас тĕллевпе кирлĕ документсене пухас ĕç пырать, халăха ытларах явăçтарас тесе тĕрлĕ мероприятисем ирттереççĕ. Эпир асăннă конкурсра çĕнтерессе чунтан шанатпăр.
Сергей ВАЛЬЩИКОВ, шкул директорĕ.
Федоровка районĕ,
Ашкатар ялĕ.