Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
24 Кӑрлач , 11:00

Пуçаруллă тинĕскÿлсем ача-пăча лапамĕ тума ĕмĕтленеççĕ

Ачасем – пирĕн пуласлăх, пирĕн телей. Паллах, ача ÿсекен çемьере ашшĕ-амăшĕн яваплăхĕ питĕ пысăк. Вĕсем яланах ачисемшĕн тăрăшаççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем тем пек пăшăрханаççĕ пулсан та пепкисен кашни утăмне сыхласа лараймаççĕ. Лара-тăра пĕлмен шăпăрлансем пĕтĕм япалана «çыртса» пăхма ăнтăлаççĕ. Час-часах сывлăха сиенлеме пултаракан вырăнсене выляма суйласа илеççĕ.

Пуçаруллă тинĕскÿлсем  ача-пăча лапамĕ тума ĕмĕтленеççĕ
Пуçаруллă тинĕскÿлсем ача-пăча лапамĕ тума ĕмĕтленеççĕ

Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнче ачасене выляма, вăхăчĕсене усăллă ирттерме ку таранччен ятарлă вырăн пулман. Ача-пăча лапамĕ тăвасси вара ял çыннисен яланах ĕмĕтре пулнă темелле. Ку тĕлĕшпе ял халăхĕпе вырăнти власть хушшинче пĕршухăшлăх пулни вырăнти пуçарусене пулăшу паракан программăна (ППМИ) хутшăнас шухăш патне илсе çитерчĕ те.
Чăн малтан ял хутлăхĕн администрацийĕ ыйтăм урлă хатĕрленÿ ĕçне ирттерчĕ, ял ыйтăвĕсене çĕклес тата вĕсене татса памалли çул-йĕрсене палăртас тĕллевпе умĕнхи пухусем йĕркелерĕ, çавăн пекех проект валли халăхран мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ пухма пултарнине пăхса тухрĕ.
Çапла 2024 çулхи январь уйăхĕн 18-мĕшĕнче Тинĕскÿл ялĕнчи культура çуртĕнче асăннă программăна хутшăнассипе пĕтĕмĕшле пуху иртрĕ. Унта пĕр ял çыннисем суйласа илнĕ проекта пурнăçлама укçа-тенкĕ хывассине, спонсорсемпе район бюджечĕ пулăшу парассине палăртрĕç. Çавăн пекех пуху вăхăтĕнче пуçару ушкăнĕ йĕркелерĕç. Унăн йышне ял пурнăçĕпе аталанăвĕшĕн çунакан 10 çын кĕчĕ. Шăпах вĕсем кирлĕ хутсене хатĕрлĕç. Енчен те пирĕн ял Канашĕ конкурсра çĕнтерсен пуçару ушкăнĕ халăхран укçа пухĕ, асăннă проекта пурнăçлассине тимлесе тăрĕ.
Тинĕскÿл ялĕн туслă та пуçаруллă çыннисем çак проектпа çĕнтерессе, малашне ачасем вăхăта хаваслă та усăллă ача-пăча лапамĕнче ирттерессе шанатпăр.
Наталья ИВАНОВА,
Тинĕскÿл ял хутлăхĕн пуçлăхĕ.
Кармаскалă районĕ.

Пуçаруллă тинĕскÿлсем  ача-пăча лапамĕ тума ĕмĕтленеççĕ
Пуçаруллă тинĕскÿлсем ача-пăча лапамĕ тума ĕмĕтленеççĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: