Урал сасси
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
13 Нарӑсӑн , 11:35

Трактор çумне çаклатмалли хатĕрсене туянĕç

2024 çулхи январь уйăхĕн 30-мĕшĕнче Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнчи клубра вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăна хутшăнассипе çыхăннă пĕтĕмлетÿ пухăвĕ иртрĕ.

Трактор çумне çаклатмалли хатĕрсене туянĕç
Трактор çумне çаклатмалли хатĕрсене туянĕç

Унта программăна хутшăнасси тата ялта татса памалли ытти ыйтусене сÿтсе яврăмăр. Вырăнти çынсем сасăлава икĕ проект тăратрĕç: МТЗ 82 трактор çине çакмалли тата çаклатмалли хатĕрсене (погрузчик, 2птс-4 прицеп, косилка) туянасси тата клуб çуртне юсасси.
Ял çыннисем пĕр шухăшлă пулса МТЗ 82 трактора çаклатмалли хатĕрсене туянассишĕн сасăларĕç. Пухăннисем муниципалитет, спонсорсем, халăх мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрасси çинчен калаçса татăлчĕç. Палăртнă ĕçе пурнăçланă чухне оборудование илсе килме уйрăм предприниматель А.А. Сидоров шантарчĕ.
Пуху вăхăтĕнче проект ĕçĕпе ĕçлекен 10 çынран тăракан пуçару ушкăнне суйларăмăр. Вĕсен шутне ял хутлăхĕн пуласлăхĕшĕн çунакан, ĕçе йĕркелеме, халăх патне çитерме, лару-тăрăва тĕрĕс хак пама пултаракан хастар çынсем кĕчĕç.
Вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программа питĕ кирлĕ проект. Вăл пулăшнипе ял çыннисем хăйсен умĕнче тăракан çивĕч ыйтусене татса пама, ял пурнăçне хăтлăрах тума пултараççĕ. Шăпах çакă вĕсене хавхалантарать.
Сания АРХИПОВА,вулавăш ĕçченĕ.
Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ.

Трактор çумне çаклатмалли хатĕрсене туянĕç
Трактор çумне çаклатмалли хатĕрсене туянĕç
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: