Иртнĕ çул ялăн 235 çулхи юбилейне паллă тунă чухне парк ăçта пулассине палăртнăччĕ. Çакна пĕлнĕ хыççăн нумайăшĕ ку йышăнăва тĕрĕс тунă-ши тесе иккĕленме пуçларĕ. Маларах кунта çÿп-çап тата строительство каяшĕсем тăкмалли вырăн пулнă, çын тăршшĕ вĕлтĕренпе хупах ÿссе ларнă. Халĕ çак вырăна палласа та пулмасть.
Ноябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче Ситекпуçĕнче паллă пулăм – «Патриот» парка уçасси иртрĕ. Палăртнă вăхăт тĕлне хастар ял çыннисем, районти ялсенчен çамрăк армеецсем, шкул ачисем, пограничник çарĕсен ветеранĕсем, район тата Пишпÿлек ял хутлăх администрацийĕн ертÿçисемпе ĕçченĕсем, районти çар комиссариачĕ, республикăн тĕп хулинчи хăнасем килсе çитрĕç. Таврара патриотизмла юрăсем шăранма пуçларĕç. Мероприятие ятарласа Пушкăртстан Республикин çар комиссарĕ Михаил Блажевич килсе çитнĕ. Ахальтен мар вырăс халăхĕн мĕн авалтан пыракан ырă йăла – тăшмана çĕнтересси – пур. Асăннă çĕнтерĕвĕн хакĕ – пирĕн асаттесемпе мăн асаттесен, аттесемпе пиччесен паттăрла ĕçĕсем. Çавăнпа та «Патриот» парка пур вырăнти вăрçăсен паттăрĕсене, вырăс çĕрĕсене хÿтĕлекенсене халалланă.
Фанфарсем янăраççĕ. Чи яваплă самант тата парка уçмалли вăхăт çитет. Тимĕртен туптаса тунă хапха çинчи хĕрлĕ хăйăва касма район администрацийĕн пуçлăхне Артур Зарипова, ПР çар комиссарне Михаил Блажевича, Пишпÿлек ял Канаш пуçлăхне Александр Семенова, ял старостине Галина Скоробогатована ирĕк пачĕç. Хăнасемпе ял çыннисем тăвăллăн алă çупнă май палăк ларакан парка кĕреççĕ. Пурăна-киле кунта Иоанн Çар çыннине халалланă Турă çурчĕ тата çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă Ситекпуç паттăрĕсен ячĕсене çырнă обелиск вырнаçĕ.
Пур хисеплĕ хăнасем те хамăр халăхăн хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ пирки каларĕç.
– Кăмăл-сипет çухалнă вăхăтра вăрçă пуçланать. Çакăн патне çитес марччĕ, пĕтĕм вăя пухса пур халăх хаклăхĕсене – çынсене, Тăван çĕршыва юратассине, шанăçа – упраса хăварасчĕ. Пирĕн ăру субботниксем ирттерсе çак ытармалла мар илемлĕ парка йĕркелерĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн эпир ватăлăпăр, çавăнпа та тирпее асăрхаса тăма пире хĕн пулĕ. Çак ĕç малашне çамрăк ăру çине тиенĕ. Çапла пуласса шанса тăратпăр, – палăртрĕ ял старости Галина Скоробогатова.
Мероприяти ертÿçи палăк çине витнĕ шурă пусмана сирме район администрацийĕн пуçлăхне Артур Зариповпа ПР çар комиссарне Михаил Блажевича ирĕк пачĕ. Чаплă кĕвĕ янăрать, тăвăллăн алă çупнă май обелиск çинчен пусмана хываççĕ. Метронпа çеккунтсем шутлаççĕ, шăплăх минучĕ пуçланнине пĕлтереççĕ. Паттăрсене тав тунине тата хисепленине çирĕплетсе палăк умне чĕрĕ чечексем хураççĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Пишпÿлек районĕ,
Ситекпуç ялĕ.