Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
26 Декабрӗн 2024, 11:00

Çивĕч ыйтусене пĕрле татса паратпăр

Авăркас районĕнчи Треппел ялĕнчи культура çуртне «Вырăнти пуçарусене пулăшу памалли программа» витĕмĕпе тата «Салават» ООО хресченпе фермер хуçалăхĕн директорĕ Василий Федоров спонсор пысăк пулăшу панипе юсаса çĕнетме май килчĕ.

Çивĕч ыйтусене пĕрле татса паратпăр
Çивĕч ыйтусене пĕрле татса паратпăр

ППМИ-2024 программа шайĕнче шалти тата тулти алăксене улăштартăмăр. Çуртăн иккĕмĕш хутĕнче пушар тĕлĕшĕнчен хăрушсăр линолеум сартăмăр, залăн маччине çĕнетрĕмĕр. Залти малалли юсав ĕçĕсене спонсор уйăрса панă укçа-тенкĕпе пурнăçларăмăр. Василий Иванович подрядчик бригадине тупрĕ, ĕçшĕн укçа тÿлерĕ. Подрядчик ĕçченĕсем стенасемпе урайсене сăрларĕç, залри электричество пралукĕсене улăштарчĕç, çĕнĕ лампăсем вырнаçтарчĕç. Çавăн пекех çĕнĕ пукансем туянтăмăр. Çакă ял хутлăхĕнче пурăнакансемшĕн калама çук пысăк парне пулса тăчĕ.
Кăçалхи çулăн август уйăхĕнче ял хутлăхĕн территорийĕнче Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç Аслă вăрçин участникĕсене халалласа Веселовка тата Треппел ялĕсенче палăксем уçрăмăр. Çакна та Василий Федоров пулăшнипе пурнăçа кĕртме май килчĕ.
Треппел ял хутлăх администрацийĕпе ял çыннисем Василий Ивановичпа подрядчик ĕçченĕсене пысăк тав сăмахĕ калаççĕ. Пурне те çирĕп сывлăх, ырлăх тата пуç çийĕнче мирлĕ тÿпе, хăй пултарулăх ушкăнĕсен пайташĕсене хăтлă культура çуртĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр.
«Вырăнти пуçарусене пулăшу памалли программăна» хутшăнса ял хутлăхĕнчи çивĕч ыйтусене татса пама тăрăшатпăр. Çитес çул та унта хутшăнма палăртатпăр. Треппел ялĕнчи шкулăн картине тĕпрен юсама кăмăл пур.
Ирина ПАШКИНА,
Треппел ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ.
Авăркас районĕ.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас