Пухура Кистенлĕпуç çыннисем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă салтаксен палăкне çĕнетесси пирки сăмах хускатнă. Вырăнти халăх палăка пĕтĕмпех юсама, ун çумне тĕрлĕ çар хирĕç тăрăвĕсене хутшăннă салтаксене халалланă стелла лартма, таврари территорие тирпей-илем кÿртме йышăну тунă.
Малтанхи пухура Кистенлĕпуç ялĕ ППМИ-2025 программăна хутшăнасси пирки пĕлтернĕ, ялти хастар çынсенчен тăракан пуçару ушкăнне суйланă. Пуçару ушкăнне кĕрекен çынсем конкурс-программăна заявка памалли кирлĕ хутсене хатĕрлеме пуçланă.
Асăннă программа бюджет укçи-тенкине пайланă чухне кирлĕ пек усăланма, вырăнти хăй тытăмлăха аталантарма май парать, çынсене тăван кĕтес пуласлăхĕшĕн яваплăрах пулма вĕрентет.
Елена АСТАФЬЕВА,
пуçару ушкăнĕн пайташĕ.
Пишпÿлек районĕ, Кистенлĕпуç ялĕ.