Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
27 Декабрӗн 2024, 14:00

Палăка – çĕнĕ пурнăç

Авăркас тăрăхĕнчи Кивĕ Макар ялĕн варринче Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçăра пуç хунисене халалланă палăк вырнаçнă. Çак вырăн ял çыннисемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, уйрăмах хаклă.

Палăка – çĕнĕ пурнăç
Палăка – çĕнĕ пурнăç

Палăка 1985 çулта фашизма çĕнтернĕренпе 40 çул çитнĕ тĕле туса лартнă. Çавăнтанпа нумай çул хушши ăрусем кунта Çĕнтерÿ тата Астăвăм кунĕсене паллă тăваççĕ, ытти патриотла мероприятисем йĕркелеççĕ.
Вăхăт иртнĕçемĕн палăк кивелнĕ, ăна тĕпрен юсаса çĕнетес ыйту çивĕч тăра пуçларĕ. Аслă Çĕнтерÿ 80 çул тултарнине шута илсе Кивĕ Макар ялĕнче пурăнакансем «Вырăнти пуçарусене пулăшу памалли программăн» пĕтĕмлетÿ пухăвĕнче 2025 çулта Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçине хутшăннисене халалласа асăну комплексĕ хатĕрлесе вырнаçтарма тата çывăхри территорие хăтлăх кĕртме йышăнчĕç.
Меселпуç ял хутлăхĕнче пурăнакансем асăннă программăна пĕрре мар хутшăннă. Хальхинче вара Кивĕ Макар ялĕн варрине хăтлăх кĕртме йышăну турăмăр.
Ирина АЛЕКСАНДРОВА, Меселпуç ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ.
Авăркас районĕ.

Палăка – çĕнĕ пурнăç
Палăка – çĕнĕ пурнăç
Палăка – çĕнĕ пурнăç
Палăка – çĕнĕ пурнăç
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас