Шывсăр пурнăç çук. Хăй кирлĕлĕхĕпе вăл сывлăш хыççăн иккĕмĕш вырăнта тăрать. Паянхи кун шыв кашни çыннăн килĕнче кранран юхать. Анчах та шыв пăрăхĕсем вăхăт иртнĕçем кивелеççĕ. Çавăнпа та вырăнти халăх «Пушкăртстан Республикин Мияки районĕнчи Миякитамак ялĕнчи шыв пăрăхĕсене тĕпрен юсасси» проекта пĕр сасăллă пулса суйланă.
Тимеш ял администрацийĕ паянхи кун тĕлне малтанхи тата пĕтĕмлетÿ пухăвĕсене, проектсене сÿтсе явмалли мероприятисене ирттерни çинчен пĕлтерет. Иккĕмĕш тапхăр шутне ППМИ-2025 програмине хутшăнма завка тăратасси пулĕ.
Рамзия НИКИТИНА, Тимеш ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ.
Мияки районĕ.