Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
21 Кӑрлач 2025, 16:40

Ярмулайсем – спортшăн

Иртнĕ çул Пелепей районĕнчи Ярмулай ялĕнче пурăнакансем вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программа пулăшнипе МТЗ-82 трактор валли çакмалли тата лектермелли хатĕрсем туянчĕç. Халĕ Ярмулай ял хутлăхĕнче тĕрлĕ ĕçсем тунă чух вĕсемпе тăтăшах усă кураççĕ.

Ярмулайсем – спортшăн
Ярмулайсем – спортшăн

Çынсем ППМИ программăна хутшăнни тĕрлĕ ыйтусене татса пама пулăшнине пĕр хутчен çеç мар курса ĕненчĕç. Çавна май программăна кăçал та хутшăнма кăмăл турĕç. 2024 çулхи декабрь уйăхĕн вĕçĕнче иртнĕ пĕтĕмлетÿ пухăвĕнче, унта Пелепей районĕнчи мунициаллă район Канашĕн секретарĕ Артур Садыков та хутшăннăччĕ, çынсем пĕр саслă пулса «Спорт лапамĕ валли спорт хатĕрĕсем туянасси тата вырнаçтарасси» проектшăн сасăларĕç. Шкулта спортзал çук. Çавăнпа та спорт лапамĕ вырнаçтарни ялшăн питĕ вырăнлă пулĕ. Вăл аслă классенче вĕренекен шкул ачисемпе ял çамрăкĕсене хул-çурăмĕсене çирĕплетме, Тăван çĕршывăн тивĕçлĕ хÿтĕлевçисем пулма май парĕ. Шкул çулне çитичченхи тата кĕçĕн классенче вĕренекен ачасем валли çак программа пулăшнипе 2016 çулта ача-пăча вăйă лапамĕ вырнаçтарнăччĕ. Вăл ялти ачасемшĕн çеç мар, канмалли кунсемпе уявсенче аслашшĕ-асламăш, кукашшĕ-кукамăш патне килекеннисемшĕн те юратнă вырăн.
Пухăва хутшăннисем конкурсра çĕнтерсен кирлĕ укçа-тенкĕн 15% хывма палăртаççĕ. «Северная Нива Башкирия» ООО представителĕ Б.Ш. Даминов палăртнă хакăн 30% спонсор пулăшăвĕ туса пама шантарчĕ. Пухура пуçару ушкăнне суйларĕç.
Михаил СИДОРОВ.
Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ.

Ярмулайсем – спортшăн
Ярмулайсем – спортшăн
Ярмулайсем – спортшăн
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас