Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
22 Кӑрлач 2025, 11:30

Вăрçă ахрăмĕ паттăрсене асра тытма хистет

Авăркас районĕнчи Ибрай ял хутлăхĕнче 2016 çултанпа Вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программа витĕмĕпе тĕрлĕ проектсем ăнăçлăн пурнăçланаççĕ.

Вăрçă ахрăмĕ паттăрсене асра тытма хистет
Вăрçă ахрăмĕ паттăрсене асра тытма хистет

Программа условийĕ тăрăх, проекта вырăнта пурăнакансем хастар хутшăнмалла. Кашни çынах унпа усă курса хăй пурăнакан ял тăрăхне хăтлăрах тума пултарать. ППМИ витĕмĕпе иртнĕ çулсенче Çĕньял, Кивĕ Ибрай ялĕсенчи масар картисене тĕпрен çĕнетрĕмĕр, Çĕньял шкулĕн чÿречисемпе алăкĕсене, кунти культура çурчĕн тăррине тата чÿречисене улăштартăмăр. Çавăн пекех ял хутлăхĕнчи кирлĕ ĕçсене пурнăçлама, юр тасатма шнекоротор çакмалли кустăрмаллă МТЗ-82 трактор, ун валли кирлĕ хатĕрсем (погрузчик, прицеп, косилка тата ытти те) туяннăччĕ.
Ял хутлăхĕнче пурăнакансем кăçал та Вырăнти пуçарусене пулăшу паракан программăна хутшăнас терĕç. Дубровка ялĕнче пурăнакансем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 80 çул тултарнă тĕле «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсен ячĕсене çырнă мрамор плитасем вырнаçтарасси тата ун таврашĕнчи территорие тирпей-илем кĕртесси» проект тăратнă. Паянхи кун тĕлне малтанхи тĕлпулусемпе пĕтĕмлетÿ пухăвĕсем иртнĕ, конкурс валли документсем хатĕрлес ĕç пырать.
Асăннă программăна пулăшса проекта тÿпе хывнă «Урожай» ООО ял хуçалăх предприятине тата яланхи спонсора, ял хутлăхĕнче пурăнакансене чунтан тав тăватпăр.
Гузель ХАЙРЕТДИНОВА, пуçару ушкăнĕн ертÿçи.
Авăркас районĕ, Дубровка ялĕ.

Вăрçă ахрăмĕ паттăрсене асра тытма хистет
Вăрçă ахрăмĕ паттăрсене асра тытма хистет
Вăрçă ахрăмĕ паттăрсене асра тытма хистет
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас