Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
23 Кӑрлач 2025, 11:30

Тинĕскÿлсем ача-пăча лапамĕ туса лартма ĕмĕтленеççĕ

Январь уйăхĕн 17-мĕшĕнче Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ял хутлăхĕнче Вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăна (ППМИ-2025) хутшăнасси пирки пĕтĕмлетÿ пухăвĕ иртрĕ.

Тинĕскÿлсем ача-пăча лапамĕ  туса лартма ĕмĕтленеççĕ
Тинĕскÿлсем ача-пăча лапамĕ туса лартма ĕмĕтленеççĕ

Ун умĕн ял хутлăх администрацийĕ халăх хушшинче ыйтăм, ял халăхĕ умĕнче тăракан çивĕч ыйтусемпе вĕсене татса памалли майсем тата проекта пурнăçа кĕртме мĕн чухлĕ укçа кирлĕ пирки пухусем ирттернĕччĕ. Пĕтĕмлетÿ пухăвĕнче ял çыннисем хальхи вăхăтшăн пĕлтерĕшлĕ тĕллеве – спорт хатĕрĕсемлĕ ача-пăча площадки йĕркелесси – пурнăçа кĕртесси пирки пĕр саслăн йышăну турĕç.
Пĕтĕмлетÿ пухăвĕнче суйласа илнĕ проекта пурнăçа кĕртме халăхăн мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ пухмаллине те палăртнă. Çавăн пекех 10 çынран тăракан пуçару ушкăнĕ те йĕркеленĕ. Вĕсем кирлĕ документсене хатĕрлĕç, конкурсра çĕнтернĕ хушăра (çакна тинĕскÿлсем питĕ шанса тăраççĕ) халăхран укçа пуçтарĕç, проект епле пурнăçа кĕнине асăрхаса тăрĕç. Пуçару ушкăнĕн йышне ял шăпишĕн пăшăрханакан хастар çынсем хутшăнĕç.
Наталья ИВАНОВА,
Тинĕскÿл ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ.
Кармаскалă районĕ.

Тинĕскÿлсем ача-пăча лапамĕ  туса лартма ĕмĕтленеççĕ
Тинĕскÿлсем ача-пăча лапамĕ туса лартма ĕмĕтленеççĕ
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас