Пухăва Михайловка ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Никитин, вырăнти Канаш депутачĕ Евгений Тимофеев, ял старости Александр Федотов хутшăнчĕç. Пуçтарăннисем çу кунĕсенче туса ирттернĕ ĕçсем пирки доклад итлерĕç, хальхи вăхăтра халăх умĕнче тăракан тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç. Калаçнă хушăра ытти ыйтусем те сиксе тухрĕç, анчах вĕсене ял çыннисен вăйĕпе пурнăçа кĕртме май çук. Ыйтăва татса пама Вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программа (ППМИ-26) пулăшассине шанса унта хутшăнма йышăну турĕç, пĕр шухăшлă пулса сасăларĕç.
Декабрĕн 5-мĕшĕнче тепĕр пуху ирттерчĕç. Ку хутĕнче те канашлăва ял хутлăх администрацийĕн ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Пуçтарăннисене виçĕ тĕрлĕ проект сĕнчĕç. Пĕрремĕшĕ – ял урамне çĕнетесси, иккĕмĕшĕ – Ф.Н. Вуколов ячĕллĕ обществăлла музей тăррине юсасси, виççĕмĕшĕ – вырăнти клуб çуртне хутса ăшăтмалли системăна çĕнетесси.
Пуху питĕ шавлă иртрĕ. Юлашкинчен унта хутшăнакансем пĕрремĕш сĕнĕве, ял урамне çĕнетессине, суйласа илчĕç. Мĕншĕн тесен лайăх çул вăл – унти çынсен сывлăхĕ тата хăрушсăрлăхĕ, пурăнмалли тата çÿремелли хăтлăх, яла йĕркелемелли, упрамалли хăватлă вăй.
Çул вăл – асфальт е вĕтĕ чул сарни çеç мар, вăл тулаш пурнăçпа çыхăну йĕркелемелли мел. Вăтăр çул каялла хывнă çул кивелнĕ, ăна çĕнетмелле. Çул çинчи хăш-пĕр путăксем тем тарăнăш. Çакă машинăсем ванасран çеç мар, ÿксе аманасран та хăрушă. Унсăр пуçне ялта паллă çынсем (Ф.Н. Вуколов-Эрлик, А.И. Нухрат) те çуралса ÿснĕ, обществăлла музей те ĕçлет, ялта туристсем те час-часах пулаççĕ. Çула çĕнетни туризма аталантарма та май парĕччĕ.
Пухура 11 çынран тăракан пуçару ушкăнне суйларăмăр. Унта ял пурнăçне хастар хутшăнакан çынсем кĕчĕç. Пуçару ушкăнне ППМИ-26 программа витĕмĕпе ял çыннисем хушшинче анкета ирттерме хушрĕç. Вĕсем тÿрех ĕçе пуçăнчĕç.
Вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программа пирĕн яла илемлĕрех те хăтлăрах, ял çыннисене телейлĕрех тума пулăшасса шанатпăр.
Ирина ФАДЕЕВА, пуçару ушкăнĕн пайташĕ.
Пишпÿлек районĕ, Мелеспуç ялĕ.