Пухăва Мияки районĕнчи Тимеш ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Рамзия Никитина хутшăнчĕ. Кун йĕркинче Пушкăртстан Республикинче обществăлла инфраструктурăна аталантарассипе çыхăннă ыйтусене вырăнти пуçарусене пулăшмалли программа витĕмĕпе пурнăçласси, ялти чи çивĕч ыйтăва тупса палăртасси, муниципалитетсене уйăрмалли, халăхпа спонсорсенчен пухмалли укçа-тенкĕ ыйтăвĕсем пулчĕç.
Пухăва килнисем асăннă программăна хутшăнма кăмăл турĕç, «Тимеш ялĕн шыв пăрăхĕсен сетьне юсасси» проекта пĕр сасăллă пулса суйларĕç.
Валентина ОТСТАВНОВА.Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.
Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта web.max.ru/-687399910... каçăпа куçма пулать.