Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
10 Кӑрлач , 11:00

Çивĕч ыйтусене татса парăпăр

Ноябрь уйăхĕн 13-мĕшĕнче Пишпÿлек районĕнчи Кистенлĕ ялĕнче 2026 çулта вырăнти пуçарусене пулăшу памалли программăна хутшăнасси пирки пĕрремĕш пуху иртрĕ. Ăна Пăслăк ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Юрий Васильев ертсе пычĕ.

Çивĕч ыйтусене татса парăпăр
Çивĕч ыйтусене татса парăпăр

Юрий Александрович пухăвăн председателĕ пулнă май программăн пĕлтерĕшне, ăна мĕнле майпа пурнăçа кĕртме май пуррине ăнлантарса пачĕ. Паянхи кун кистенлĕсене пăшăрхантаракан виçĕ ыйтăва палăртнă. Пуçару ушкăнĕ халăх хушшинче ыйтăм йĕркелерĕ. Çапла, ял çыннисен хăйсен социаллă ыйтăвĕсене тата программа ыйтнине тивĕçтерекен проекта суйласа илме тивĕ.

Светлана ПАВЛОВА, пуçару ушкăнĕн пайташĕ.
Пишпÿлек районĕ, Кистенлĕ ялĕ.

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас