Программа конкурсра çĕнтернĕ хушăра республика бюджетĕнчен паракан укçа-тенке ăçта ямаллине халăх хăй палăртать.
2025 çулта Хушăлка ял хутлăхне кĕрекен Петровка ялĕнче пурăнакансем ППМИре çĕнтерсе ял хушшинчи çула çĕнетрĕç. Кÿршисен çитĕнĕвĕпе хавхаланса хушăлкасем те 2026 çулта конкурса хутшăнма шутларĕç. Ноябрĕн 29-мĕшĕнче вырăнти клубра пуху иртрĕ, унта пĕр саслăн ППМИ-2026 хутшăнма йышăнчĕç. Пуçару ушкăнне йĕркеленĕ ĕнтĕ, халĕ халăх хушшинче ыйтăм ирттереççĕ. Малалла конкурса хутшăнакан проекта суйлĕç.
Наталья КОВАЛЬЦОВА.
Пишпÿлек районĕ, Хушăлка ялĕ.
Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта web.max.ru/-687399910... каçăпа куçма пулать.