Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
16 Кӑрлач , 10:00

Яла шывпа тивĕçтересси – чи çивĕч ыйту

Авăркас районĕнчи Ибрай ял Канашĕнче 2016 çултанпа Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программа (ППМИ) витĕмĕпе тĕрлĕ проектсем ăнăçлăн пурнăçланаççĕ.

Яла шывпа тивĕçтересси –  чи çивĕч ыйту
Яла шывпа тивĕçтересси – чи çивĕч ыйту

Асăннă программа – вырăнти тĕрлĕ ыйтусене татса памалли чи тухăçлă мел. Вăл проекта халăх хăй те хастар хутшăнассине тĕпе хурать. Вырăнти пуçарусене пулăшакан программăна хутшăнни – кашни çыншăнах ял тăрăхĕн ырлăх-пурлăхне тÿпе хывмалли шанчăклă май.
Вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программа витĕмĕпе иртнĕ çулсенче Çĕньял тата Кивĕ Ибраево ялĕсенчи масар картисене тĕпрен юсарăмăр, Çĕньялти шкул чÿречисемпе алăкĕсене, клуб тăррипе чÿречисене улăштартăмăр. Çавăн пекех асăннă программа витĕмĕпе ял хутлăхĕнчи тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама юр тасатмалли шнекороторлă кустăрмаллă трактор, МТЗ-80 трактор валли хушма хатĕрсем (погрузчик, прицеп, косилка та ыт.те) туяннă. 2025 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалласа Дубровка ялĕнче пурăнакансем «Ибрай ял Канашĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсене халалласа мрамор плитасем хатĕрлесси, туянасси тата лартасси, ун таврашне хăтлăх кĕртесси» проектшăн сасăларĕç.
2026 çулта та ял хутлăхĕнче пурăнакансем вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăна хастар хутшăнас кăмăллă. Малтанхи тĕлпулусем иртрĕç. Кăралачăк (Малое Ибраево) ял çыннисен шучĕпе, чи çивĕч ыйтусенчен пĕри яла шывпа тивĕçтересси тата шыв башнине тĕпрен юсасси пулса тăрать.
Асăннă программăна пурнăçа кĕртес ĕçре тĕрлĕ майпа пулăшнăшăн тата проект валли укçа хывнăшăн хамăрăн яланхи спонсора, «Урожай» ООО ял хуçалăх предприятине тата ял хутлăхĕнче пурăнакансене тав сăмахĕ калас килет.
Лариса ХАМЗИНА, пуçару ушкăнĕн пайташĕ.
Авăркас районĕ, Кăралачăк ялĕ.

Яла шывпа тивĕçтересси –  чи çивĕч ыйту
Яла шывпа тивĕçтересси –  чи çивĕч ыйту
Яла шывпа тивĕçтересси – чи çивĕч ыйту
Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас