Аркадий Никандрович пуçтарăннисене хăйĕн пултарулăхĕпе, ялăн ăру-тăванлăх йывăççисемпе паллаштарчĕ, ял мĕнле пуçланса кайни çинчен каласа пачĕ.
Сăмах ăстин чунĕ тăван ялшăн ыратать, çавăнпа та вăл ял клубне юсас ыйтăва та хускатрĕ. Аркадий Никандрович кашнинех хăйĕн тымарĕсене асра тытма, çуралнă кĕтесшĕн тăрăшма чĕнсе каларĕ. А.Русаков тăван яла халалласа нумай сăвă çырнă. «Кинчеккей – тăван ял» сăвви тăрăх вара унăн пиччĕшĕ Петр Никандрович юрă хывнă, вăл пирĕн юратнă ялăн гимнĕ шутланать. Мероприяти пĕрре сывласа иличчен тенĕ пек иртсе кайрĕ. Тĕлпулу пуриншĕн те питĕ интереслĕ те усăллă пулчĕ. Майĕпен вăл ăшă калаçăва куçрĕ. Аркадий Никандровичăн пур ыйту çине те хурав тупăнчĕ. Çыравçа пултарулăх каçĕшĕн тав тăватпăр, унăн пуçарăвне, ял клубне тĕпрен юсассине, ырласа йышăнатпăр.
Валентина ГРИГОРЬЕВА, пуçару ушкăнĕн пайташĕ.
Федоровка районĕ, Кинчеккей ялĕ.