Асăннă пуçарăва пурнăçа кĕртес тĕллевпе 10 çынран тăракан пуçару ушкăнĕ йĕркелерĕç. Унăн йышне Ольга Тимофеевапа Лариса Ефимова, Светлана Ягафаровапа Наталья Максимова, Юлия Федоровапа Олег Титов, Геннадий Кудряшовпа Анна Сухарева тата Алексей Федоров кĕчĕç. Пуçару ушкăнне Сергей Трофимов ертсе пырĕ.
Вырăнти пуçарусене пулăшу памалли программа пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас ĕçе граждансене явăçтарасси çинче никĕсленнĕ. Программа социаллă çивĕч ыйтусене кĕске вăхăт хушшинче татса пама пулăшнисĕр пуçне бюджет тăкакĕсен пахалăхĕпе тухăçлăхне, влаçпа çынсен хушшинчи шанчăклăха ÿстерме май парать. ППМИ витĕмĕпе тирпей-илем кĕртме, культурăпа спорт объекчĕсене тата инфраструктурăна юсама пулать. Çав вăхăтрах астăвăм вырăнĕсене те укçа-тенкĕпе пулăшакан объектсен шутне кĕртнĕ.
– Тинĕскÿл ял Канашĕ пĕрремĕш хут мар программăна хутшăнать. Иртнĕ çулсенче Антунăски, Митриски тата Куллярово ялĕсенчи масарсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртрĕмĕр, Тинĕскÿлте спорт тата ача-пăча лапамĕсем йĕркелерĕмĕр, шнекороторлă «Беларус-82.1» трактор туянтăмăр. Çак тĕслĕхсем программăн тухăçлăхне кăтартса пачĕç. Ял çыннисем укçа-тенкĕ пухни, вырăнти тата республика бюджечĕсенчен пулăшу уйăрни пĕлтерĕшлĕ пуçарусене пурнăçа кĕртме май парать, – туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ Тинĕскÿл ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Наталья Иванова.
Пуху вăхăтĕнче Матруски ял çыннисем проекта пурнăçа кĕртме хывакан укçан виçине палăртрĕç. Çакă – пĕрремĕш утăмсем тунă тапхăр. Пулăшăва тивĕçес тесен проект конкурс витĕр тухмалла. Шăпах унта çынсен хастарлăхне, мĕн чухлĕ укçа пухма пултарнине, спонсорсем пуррипе çуккине тата ытти критерисене хак парĕç.
Çапла майпа Матруски ялĕнче пурăнакансем хăйсен ялĕн сăнне илем кĕртес, мăн асатте-асаннесен астăвăмне сыхласа хăварас тесе пĕрремĕш утăм турĕç. Вырăнти пуçарусене пулăшу памалли программăна хутшăнни гражданла позицие, кашниех ырă ĕç тума хатĕррине тата пĕчĕк Тăван çĕршывшăн яваплă пулнине кăтартса парать.
Инна КИРИЛЛОВА.
Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.