Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
25 Кӑрлач , 11:00

Программа пулăшнипе тĕрлĕ ыйтусене татса паратпăр

Хальхи кăткăс вăхăта пăхмасăр пирĕн республика вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăна (ППМИ) укçа-тенкĕпе тивĕçтермелли майсем тупать. Асăннă программа пулăшнипе юлашки çулсенче эпир Авăркас районĕнчи Чăваш Хурамал ял Канашĕн территорийĕнче те нумай ĕç турăмăр.

Программа пулăшнипе тĕрлĕ ыйтусене татса паратпăр
Программа пулăшнипе тĕрлĕ ыйтусене татса паратпăр

Социаллă тата культура учрежденийĕсене тĕпрен юсарăмăр, мемориал комплексĕ хăпартрăмăр тата ытти те. 2026 çулта ял халăхĕ пĕр саслă пулса «Чăваш Хурамал ял масар хÿмине тĕпрен юсасси» проекта суйласа илчĕ. Юлашкинчен ăна хамăрăн паллă ентешĕмĕр Василий Николаев пулăшнипе юсанăччĕ. Унтанпа 30 ытла çул иртрĕ.

Чăваш Хурамал ялĕн хастар çыннисене, Авăркас район администрацине, çавăн пекех хамăрăн шанчăклă тусăмăра, пире кашни çулах ялăн социаллă тата экономика ыйтăвĕсене татса пама пулăшакан тĕп спонсора, «Салават» ООО хресченпе фермер хуçалăхĕн ертÿçине Василий Федорова чунтан тав тăватпăр, программа конкурс витĕр иртсе лартнă тĕллеве пурнăçа кĕртессе шанса тăратпăр.

Николай ЕФРЕМОВ, Чăваш Хурамал ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ.
Авăркас районĕ.

 Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта https://max.ru/ursassi каçăпа куçма пулать.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас