Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
27 Кӑрлач , 16:00

Урамсенче çутăрах пултăр тесе

Хĕвеллĕ кун çути кăмăл-туйăма та, сывлăха та витĕм кÿни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Хайлавлă (искусственный) çутă хĕллехи кĕске кунсенче сахалланнă хĕвел çутине саплаштарать, çынна талăкăн тĕттĕм сехечĕсенче хăйне хăтлă туйма тата çирĕп тытма май парать.

Урамсенче çутăрах пултăр тесе
Урамсенче çутăрах пултăр тесе

Урамри çутăпа çыхăннă ыйтусем Авăркас районĕнчи Меселпуç ял хутлăхĕнче пурăнакансемшĕн çивĕч тăраканнисенчен пĕри шутланаççĕ. Çавăн пекех электричество хăватне перекетлесси те канăç памасть. Мĕнле майпа хăвата перекетлемелле-ши, çав вăхăтрах ялсен кашни кĕтесне çутăпа тивĕçтермелле-ши?


Асăннă ыйту пирĕн ял хутлăхĕшĕн уйрăмах çивĕч пулса тăчĕ. Урамсенче çутăпа çыхăннă ĕçсене пурнăçланă тата усă курнă электричество хăвачĕшĕн тÿлемелли тăкаксене вырăнти бюджет саплаштарать-çке.


Паянхи кун икĕ ыйтăва та пĕр харăс татса пама пулать. Çакна тăвас тесен урамри çутă сечĕсене çĕнетмелле. Техника тата экономика ыйтăвĕсене сÿтсе явса çĕнĕ пысăк тухăçлă çутă çăлкуçĕсене хута ямалла.

Меселпуç ял хутлăхĕнче пурăнакансем вырăнти пуçарусене пулăшу паракан программăна пĕрре мар хутшăннă. Хальхинче халăх Сосновка ялĕнчи урам çутине юсама йышăнчĕ. Çынсем урамри юпасем çинчи кивĕ лампочкăсене электричество хăватне перекетлекеннисемпе улăштарма кăмăл пуррине палăртрĕç. Çакă çутăпа çыхăннă тăкаксене те пĕчĕклетме май парĕ.

Эпир суйласа илнĕ «Пушкăртстан Республикинчи Авăркас районĕнчи Меселпуç ял хутлăхĕнчи Сосновка ялĕнчи урам çутине юсасси» проект конкурсра çĕнтерессе, тĕллевсем ăнăçлă пурнăçа кĕрессе шанатпăр.

Ирина АЛЕКСАНДРОВА, Меселпуç ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ.
Авăркас районĕ.

Урамсенче çутăрах пултăр тесе
Урамсенче çутăрах пултăр тесе
Урамсенче çутăрах пултăр тесе
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас