Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
28 Кӑрлач , 09:00

Чи кирли – пĕр шухăшлă пулни

ППМИ (Вырăнти пуçарусене пулăшакан программăн) аббревиатура мĕне пĕлтернине Пелепей районĕнчи Сименкке ял хутлăхне кĕрекен ялсенче пурăнакансем тахçанах пĕлеççĕ. Вĕсем асăннă программăна 8 хут хутшăнса 7 хутĕнче çĕнтернĕ. Кăçал ял çыннисем унпа усă курса Çĕнĕ Сименкке ялĕнчи Дружба тата Подгорная урамсене вĕтĕ чул сарасшăн.

Чи кирли – пĕр шухăшлă пулни
Чи кирли – пĕр шухăшлă пулни

Конкурс условийĕсем тăрăх ял хутлăх территорийĕнче программăна хутшăнма пулăшакан массăллă мероприятисем иртрĕç.

Ялти спортзалта йĕркеленĕ волейбол турнирĕ Кивĕ Сименккепе Çĕнĕ Сименккен хутăш командисене пуçтарчĕ. Унта хутшăннисем ушкăнăн хавхалануллă кăмăл-туйăмне, хитре те кăтартуллă вăййа кăтартса пачĕç. Мероприяти туслă лару-тăрура иртрĕ пулсан та вăйă вăхăтĕнче сиксе тухакан кĕтмен те пăлхануллă самантсем ăмăртăва илем кÿчĕç. Александра Васильева тренер турнира хутшăннисене пурне те саламларĕ.

Çĕнĕ çул каçхине Çĕнĕ Сименкке ялĕн пуçару ушкăнĕ вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăна сарас тĕллевпе флешмоб ирттерчĕ. Мероприятин тĕп тĕллевĕ ялти çынсене çитес çулхи программăна явăçтарасси пулса тăчĕ.

Кивĕ Сименкке ялĕнче çынсен кăмăлне каякан «Çемьепе йĕлтĕрпе чупасси – 2026» ăмăрту иртрĕ. «Сывлăхлă йĕлтĕр йĕрĕ» çине хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхма, ыттисене спорт хавалĕн тĕслĕхне кăтартма хатĕр çемьесем тăчĕç. Пурте ăмăртăва маларах лайăх хатĕрленнине кăтартса, пĕр-пĕрне пулăшса дистанцие ăнăçлă иртрĕç. Мала тухнисене медальсемпе тата Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

Кивĕ Сименкке ял клубĕнче чи çутă та савăнăçлă уява – Христос çуралнине халалланă «Раштав кĕввисем» («Мелодии Рождества») йăпану программи иртрĕ. Унта хутшăннисем вăйă мелĕпе уявăн историйĕпе, паллисемпе, йăли-йĕркисемпе тата халăх сăнавĕсемпе паллашрĕç. Çавăн пекех мероприятие хаваслă вăйăсемпе халăх кулăшĕсем илем кÿчĕç.

Асăннă мероприятисем сывлăхлă пурнăç йĕркин ырă тĕслĕхне кăтартаççĕ тата çемье хаклăхĕсене çирĕплетеççĕ çеç мар, ял-йыша пĕр тĕвве пĕрлештереççĕ. Çакă вара ППМИ-2026 программăна хутшăнакан Çĕнĕ Сименкке ялĕн çыннисемшĕн чи кирлĕ услови пулса тăрать.

Татьяна НИКИТИНА,
Кивĕ Сименкке ял хутлăх администрацийĕн çĕр ĕçĕсемпе ĕçлекенĕ. Пелепей районĕ.

Чи кирли – пĕр шухăшлă пулни
Чи кирли – пĕр шухăшлă пулни
Чи кирли – пĕр шухăшлă пулни
Чи кирли – пĕр шухăшлă пулни
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас