Урал сасси
+4 °С
Облачно
Вырăнти пуçарулăх
29 Января , 04:00

Каменкăсемшĕн Асăнупа мухтав паркĕ пĕлтерĕшлĕ

Пишпÿлек районĕнчи Каменка ял хутлăхĕнче пурăнакансем кашни çулах вырăнти пуçарусене пулăшакан программăна хутшăнаççĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Каменкăсемшĕн  Асăнупа мухтав паркĕ пĕлтерĕшлĕКаменкăсемшĕн  Асăнупа мухтав паркĕ пĕлтерĕшлĕ
Каменкăсемшĕн Асăнупа мухтав паркĕ пĕлтерĕшлĕ

Асăннă программа пулăшнипе юлашки çулсенче ялта 5 млн тенкĕлĕх пилĕк проект пурнăçланă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене халалланă палăка юсанă, хоккей лапамне асфальт сарнă, масар картине улăштарнă, Центральная урамăн çулне вĕтĕ чул сарнă, урамри тăрăллă сцена конструкцине туянса вырнаçтарнă.


Кăçал ял çыннисем вырăнти пуçарусене пулăшакан программăна хутшăнса «Пишпÿлек районĕнчи Каменка ялĕнчи Школьная урамра ятарлă çар операцинче пуç хунă паттăрсене халалланă Асăнупа мухтав паркне çĕнетесси тата тирпей-илем кĕртесси» проект тăратнă. Çак ĕçе пурнăçлама ял-йыш пуçару ушкăнĕ йĕркеленĕ, халăх хушшинче ыйтăм ирттернĕ, тумалли ĕçсене палăртнă.


Ял çыннисем асăннă парк паянхи кун питĕ кирлĕ тесе шутлаççĕ. Каменкăсем проект конкурсра çĕнтерессе тем пекех шанаççĕ.

Светлана КОЛЕСНИКОВА, пуçару ушкăнĕн председателĕ.
Пишпÿлек районĕ, Каменка ялĕ.

Автор:Инга Алексеева