Пур хыпар та
Вырăнти пуçарулăх
7 Нарӑсӑн , 14:00

Çулсене юсаса çĕнетесшĕн

Пелепей районĕнчи Малоалександровка ялĕнче Вырăнти пуçарусене пулăшу памалли программа (ППМИ) проектне суйлассипе ял çыннисемпе пĕтĕмлетÿ пухăвĕ иртрĕ.

Çулсене юсаса çĕнетесшĕн
Çулсене юсаса çĕнетесшĕн

Унчченхи пухусенче Малоалександровка ялĕнчи Центральная урама çĕнетес ыйтăва хускатнăччĕ. Мĕншĕн тесен юлашки çулсенче вăл çав тери юхăннăччĕ, ун тăрăх автомобильсене çеç мар, çуран утакансене çÿреме те хĕнччĕ. Ялта вара ытларах тивĕçлĕ канăва кайнă ватăсем пурăнаççĕ.
Пухăва хутшăннисем çÿлерех асăннă проектшăн сасăласа пилĕк çынран тăракан пуçару ушкăнне суйларĕç. Çав шутра: С.А. Басманов, Р.Р. Егорова, Е.В. Зайцева ял хастарĕсем, И.В. Кирпиченко тата Л.Н. Нидворягина Ярмулай ял Канашĕн депутачĕсем.
Ыйтăва хăйсем майлă татса парас пулсан ял çыннисем проектăн пĕтĕмĕшле хакĕн 15 процентне хывма хатĕр. Ытти тăкаксене республикăпа район бюджечĕсенчен саплаштарĕç. Çавăн пекех вĕсене виçĕ çуллăх контракт витĕмĕпе пĕлтĕр виçĕ çухрăм тăршшĕ Ярмулай – Малоалександровка çула Дорремстрой вăйĕпе юсама пуçлани те савăнтарать.
Михаил СИДОРОВ.
Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ.

Автор: Надежда Родионова 
Читайте нас