

Пуçару ушкăнĕ вăл – пĕр шухăшлă çынсен команди. Вăлах Сименкке ял Канаш администрацине пуçару проектне хатĕрлеме, ăна пурнăçа кĕртме пулăшать. Çапла майпа проектăн мĕнпур тапхăрне хастар хутшăнать.
Пуçару ушкăнĕн пайташĕсем халăх тума пултаракан тÿлевсĕр ĕçсене сÿтсе яврĕç, ыйтăм хучĕсене шута илсе тунă пĕтĕмлетÿсем тăрăх аналитика ведомоçне йĕркелерĕç. Унсăр пуçне пуçару ушкăнĕн председателĕ ятĕнчен ял хутлăх администрацийĕ валли шантару çырăвĕсем хатĕрлерĕç. Асăннă çырусем «Çĕнĕ Сименкке ялĕнчи Дружба тата Подгорная урамсене вĕтĕ чулпа сарасси» проект çĕнтерсен укçа-тенкĕ енчен тÿпе хывнине тата укçапа çыхăнман пулăшу парассине çирĕплетеççĕ.
Татьяна НИКИТИНА, Кивĕ Сименкке ял хутлăх администрацийĕн çĕр ĕçĕсемпе ĕçлекенĕ.
Пелепей районĕ.