

– Пирĕн ял хутлăхĕ кашни çулах Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăна хутшăнать. Çакăн пек программăсем пулăшнипе ял малалла та аталанĕ, илемлĕрех те хăтлăрах пулĕ, çамрăк ăру та кунтах тĕпленме йышăну тăвĕ, – палăртнă Йăмран ял хутлăх администрацин пуçлăхĕ Равиля Култыгина.
Пухăннисем ялти çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă май чи пĕлтерĕшлине суйласа илнĕ. Çынсем пĕр шухăшлă пулса ял Канаш администрацин пурлăхĕнчи трактор валли пушар комплексне туянма шутланă. Çакă çулталăкĕпех пушартан сыхланма, вут-çулăмпа кĕрешме ялан хатĕр пулма май парĕ. Мĕншĕн тесен пушар çинчен хыпар чи малтан администраци пуçлăхĕ тата пушар чаçне çитет.
Сасăлав мелĕпе пуçару ушкăнне вунă çынна суйланă. Вĕсен йышне Йăмран ял пуласлăхĕшĕн çунакан хисеплĕ те яваплă çынсем кĕнĕ: С.С. Максимова, М.А. Гараева, А.С. Кузьмин, Н.Н. Дмитриев, Н.И. Семенов, М.Г. Егоров, М.А. Григорьева, Н.А. Николаев, Н.А. Терентьева, Е.И. Герасимова.
Проект çĕнтернĕ хушăра асăннă çынсем халăхран укçа пуçтарассине йĕркелĕç, ĕçе тĕрĕслесе тăрĕç.
Йăмрансем конкурс пĕтĕмлетĕвне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, хăйсем тĕрĕс йышăну тунине шанаççĕ, проекта пурнăçа кĕртме мĕнпур вăйне хума хатĕр.
Лидия НОВИКОВА.
Кармаскалă районĕ, Йăмран ялĕ.