

Юбилей тĕлне йĕкенпуçсем ял варринче «Ăрусене асра тытса» монумент лартма тата вăхăт капсули вырнаçтарма палăртнă. Çак ĕçе пурнăçа кĕртес тĕллевпе июль уйăхĕн 31-мĕшĕнче кунта черетлĕ субботник йĕркеленĕ. Пухăннă халăх 10х5 метрлă бордюра вырнаçтарнă, монумент никĕсне ярса çирĕплетнĕ. Иртнине асра тытса, ялăн малашнехи илемĕшĕн тăрăшакан ĕçченсен шутĕнче Александр Васильев, Анатолий Жуков, Анатолий Портнов, Николай Филиппов, Роман Васильев, Виталий Клеин, Юрий Николаев, Константин Андреев, Владимир Андреев, Владислав Карюгин, Евгений Иванов пулнă. Чăваш арĕсем кирек мĕнле ĕçре те пуçаруллă та ăста пулнине çак ушкăн тепĕр хут çирĕплетнĕ.
– Ял-йыш ятĕнчен вĕсене пурне те пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Йышпа ĕç ăнса та кал-кал пырать. Çавăнпа та пуçланă ĕçе пĕрлех вĕçлессе шанатпăр, – тет Николай Филиппов пуçару ушкăнĕн хастарĕ.
Вăлах проектăн хăш-пĕр саманчĕсемпе паллаштарчĕ. Икĕ гранит плита çинче яла пуçласа никĕслекенсене сума суса тата ял юбилейне халалласа çырнă йĕркесем пулĕç. Вĕсене чăвашла та, вырăсла та çырĕç. Унсăр пуçне кăвайт çийĕн çакăнса тăракан хурана сăнлакан стелăпа лаша урапи пулĕ. Çак символла самантпа пуçласа çул уçакансем асăннă вырăна килсе çитсенех чĕй вĕретнине е шÿрпе пĕçернине сăнласа парасшăн, каярах вара тăван кĕтес пулса тăнине çирĕплетесшĕн. Çавăн пекех кунта пысăк чул айне вăхăт капсулине тата Раççей, Пушкăртстан, Чăваш Ен ялавĕсене вырнаçтарĕç.
Çитес эрнере черетлĕ субботник иртмелле. Нимепе çĕкленекен монумента ял халăхĕн укçипе хăпартаççĕ. Кашниех хăйĕн тÿпине хывма май тупать. Паянхи куна 60 пин тенкĕ ытла пухнă. Проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 400 пин тенкĕпе танлашĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Ишимбай районĕ, Йĕкенпуç ялĕ.