

Нумаях пулмасть вара Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăпа усă курса Пан улми садĕнче ача-пăча тата спорт лапамĕ уçнă. Çак ĕçе пуçаракансем паллах Алексеевкăра пурăнакан хастарсем пулнă. Вĕсен сĕнĕвне Пишпÿлек ял хутлăх администрацийĕ те, предпринимательсемпе пуçаруллă çынсем те ырласа йышăннă. Çапла пĕрлехи вăйпа сада çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Паянхи кун кунта çемьепе канма та, спорт енĕпе сывлăха çирĕплетме те, уçăлса çÿренĕ май кăмăла çĕклеме те май пур. Пурте хăвăнтан килет.
Çĕнĕ сăн кĕртнĕ Пан улми садне Республика кунĕ умĕн уçнă. Савăнăçлă мероприятие ялта пурăнакансем хăйсен ачисемпе, «Вектор» çамрăксен центрĕн волонтерĕсем пухăннă. Сумлă хăнасем те йышлă пулнă. Вĕсен шутĕнче – район администраци пуçлăхĕ Александр Семенов, Пишпÿлек ял хутлăх администрацин пуçлăхĕ Радик Гизатуллин, район Канашĕн депутачĕ Сергей Михайлов, «Комплекс Строй» тулли мар яваплă обществăн директорĕ Мамикон Вардикян, «Пурте фронт валли – Пишпÿлек» ушкăн волонтерĕ Евгений Гнатюк. Хăнасем пухăннă халăха паллă кунпа саламланă май, пурте тенĕ пекех малашне çак вырăн ачасемшĕн юратнă тата сывлăха çирĕплетмелли лапам пуласса шаннине пĕлтернĕ. Вĕсен шухăшĕпе Пан улми садĕнче яланах савăнăçлă кулă хуçаланĕ, спорт ăмăртăвĕсем иртĕç, çемьесем канĕç. Алексеевкăра пурăнакансемшĕн илемлĕ те хăтлă вырăн пулса тăрĕ.
Уявра Вырăнти пуçарусене пулăшмалли программăна пурнăçа кĕртме спонсорла пулăшу панисене, парка тирпей-илем кĕртес ĕçе хастар хутшăннисене район тата ял Канаш администрацийĕсен Тав çырăвĕсемпе чысланă.
Чи хумхануллă тата кĕтнĕ самант çĕнĕ объекта уçнă чухне символла хăйăва касни пулнă. Çак сумлă ĕçе пуçару ушкăнĕн пайташĕсем, Алексеевка ялĕнче пурăнакансем тата ачасем пурнăçланă. Пухăннă халăх ачасемпе спорт лапамĕ уçăлнишĕн хĕпĕртесе тăвăллăн алă çупнă. Баскетбол ункине пĕрремĕш мечĕк пăрахма вара район администраци пуçлăхне Александр Семенова сĕннĕ.
Мероприяти пурте пĕрле асăнмалăх сăн ÿкерчĕк ÿкнипе вĕçленнĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Пишпÿлек районĕ, Алексеевка ялĕ.