Пур хыпар та
Вырăнти власть
17 Июлӗн 2019, 16:36

Тавлашура тĕрĕс йышăну çуралĕ-ши?

Июль уйăхĕн 1-мĕшĕнче Ермеккей районĕнчи Суккул ял клубĕнче пуху иртрĕ. Унта «Ял хутлăхĕн чикки улшăнасси пирки» ыйтăва сÿтсе яврĕç.

Маларах çак ыйтупа март уйăхĕн 15-мĕшĕнче ПР Патшалăх Пухăвĕн-Курултайĕн депутачĕпе Вячеслав Кожевниковпа, район администрацин пуçлăхĕпе Ильшат Раймановпа тĕлпулу йĕркеленĕ чух та ял халăхĕ калаçнă. Пуçтарăннă халăх пухăва районтан‚ прокуратурăран представительсем килсе çитессе кĕтсе илеймерĕ‚ влаçсем вырăнти халăха тимлĕх уйăрма вăхăт тупайман пулас. Пухăва ял хутлăх администрацин пуçлăхĕ Фаниль Галимов уçрĕ. Ку ыйтупа кашни хăй шухăшне халăх умне тухса каларĕ.
Малтан сăмах Суккул ялĕнче пурăнакан Галметдин Султанов илчĕ. Вăл Тутар Креппичĕ (Князевка)‚ Креппит‚ Мăкшă (Михайловка), Çĕнчăваш (Никитинка)‚ Суккул ялĕсем Ермеккей районĕнчен уйрăлса Туймазă районне кĕмелли сăлтавсене пунктсем тăрăх палăртрĕ.
- Суккул ялне Ермеккей районĕнчен уйăрса Туймазă районĕпе пĕрлештерес ыйтăва колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ Набиулла Мухлисуллович Лукманов чылай çул каялла çĕкленĕ. Ун чух çак ĕçе пурнăçлама парти органĕсем ирĕк паман. Унтанпа вăхăт чылай иртнĕ‚ ял хутлăхĕ çултан çул юхăнса пыни куç кĕрет. Пирĕн атте-аннесен вăйĕпе тунă колхоз пуянлăхне салатса янă‚ вăл вăхăтри лайăх пурнăç çинчен ишĕлнĕ çурт-йĕрсем çеç астутараççĕ. Районти тÿре-шарасем ĕç пуçарса ярас текен предпринимательсене кирлĕ таран тимлĕх‚ пулăшу уйăрманни тарăхтарать. Çавăнпа та çемье пуçĕсен ĕç вырăнне урăх районта‚ хулара‚ Çурçĕрте тупма тÿр килет. Креппит ял çыннисем вырăнти влаçсенчен ялти çула юсама 3 çул ыйтнă хыççăн хăйсемех май тупнă. Ун валли республика фондĕнчен 12 миллион укçа-тенкĕ уйăрнипе 1,2 км асфальт çул сарнă. Халĕ Креппитпа Князевка ялĕсенче шкул автобусне кĕтекен ачасем валли ятарлă вырăн пулманнипе ашшĕ-амăшĕсем пепкисемшĕн пăшăрханаççĕ. Ялти медицина амбулаторийĕ авариллĕ шутланнипе чирлисене пăхма клубăн 2-мĕш хутĕнче пÿлĕм уйăрса панă. Маларах тăхăр ялшăн пĕр квалификациллĕ тухтăр пулнă‚ халĕ вăл та çук. Чирлисене Туймазă‚ Октябрьск хулисене ăсатаççĕ. Экологи енчен те лару-тăру начар. Нефтяниксен йывăр техникисем çулсене‚ анасене‚ кĕтÿ çÿретмелли вырăнсене ватса, çĕмĕрсе пĕтернĕ. Тĕрĕслесе тăмасăр усă куракан карьерсенчен çултан çул тăм‚ вак чул турттараççĕ. Кайран вĕсене рекультиваци тумаççĕ‚ çÿп-çап тăкмалли вырăнсене çаврăнаççĕ‚ – халăха пăшăрхантаракан ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ Галметдин Инсафович.
Çав шухăшпах Александр Платонов‚ Мария Гиндуллина пухăннисен умне тухса калаçрĕç.
- Суккул ялне район центрĕпе‚ Ермеккей ялĕпе‚ çыхăнтаракан çул çурхи-кĕрхи пылчăка пула вырăнĕ-вырăнĕпе автомашина иртмелле мар пулать. Унта рейс автобусĕ çÿрессине те йĕркелемен. Пирĕншĕн‚ пенсионерсемшĕн‚ машина çуккисемшĕн ку çивĕч ыйту. Район центрĕнчи пульницăна çитме май çук‚ камăн мĕнле транспорт пур çавăнпа çула тухать. Туймазă районĕ Ермеккейпе танлаштарсан Пушкăртстанăн аталаннă регионĕ шутланать. Кунта промышленность‚ производство предприятисем пур‚ нефть кăларакан‚ унтан продукци тăвакан организацисем‚ строительство компанийĕсем, «Башавтодор» çул-йĕр юсакан‚ тăвакан управлени пур. Выльăх ĕрчетесси‚ пахча çимĕç ÿстересси аталаннă. Князевка‚ Креппит‚ Михайловка‚ Никитинка‚ Суккул ялĕсем Туймазă районĕпе пĕрлешсен Князевка–Верхнетроицк çул пулма тивĕç. Килти хуçалăхпа пурăнакан çынсемшĕн хăйсем туса илекен юр-вара Туймазă районне çитерме çывăх пулĕччĕ. Кашни кун усă куракан тавар‚ апат-çимĕç турттарасси те предпринимательсемшĕн ансатрах пулĕччĕ. Хамăра интереслентерекен‚ пăшăрхантаракан ыйтусене администрацине çитермесен кам пире пулăшĕ? Выртакан чул айне шыв юхса кĕмест‚ – халăха хăюллăрах‚ хастартарах пулма чĕнсе каларĕ М.Н. Гиндуллина. Çавăн пекех Мария Николаевна Креппит ялĕнче вырнаçнă çăлкуçа лайăхлатас‚ юсас ĕçсен çитменлĕхĕсем çинчен ыйту çĕклерĕ.
Малалла шкул директорĕ‚ ял администрацин пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ‚ халĕ тивĕçлĕ канури Тимерьян Хакимов сăмах илчĕ:
- Туймазă районĕнче те хăйĕн çитменлĕхĕсем пур. Чылай ялта асфальт çул çук. Тĕслĕхрен‚ М5 федераллă аслă çул çинчен Кандрыкуль кÿлли патне çитекен 2 çухрăм çула паянхи кунччен асфальт сарман. Пирĕн çулсем асфальтпа витмен пулсан та автомобильпе çÿреме юрăхлă-ха.Районти пульница çинчен тата. Унта халăх йышлă пулнипе эпир Туймазăри поликлиникăна çÿрес пулсан та черетре ытларах вăхăт ирттерме тивĕ. Кожевников депутатпа тĕлпулу ирттернĕ май урăх района куçассишĕн сасăланă чух икĕ çын çеç хăй ирĕкне пĕлтернĕ. Апла пулсан ку ыйтăва çĕклеме пачах та сăлтав çук, - терĕ вăл Туймазă районне куçассине хирĕç пулнине пĕтĕмлетсе.
Ун шухăшне çирĕплетсе Янăшмари ял администрацин пуçлăхĕ пулса чылай çул ĕçленĕ‚ халĕ тивĕçлĕ канури Халит Салихов‚ Рима Чурбанова пенсионер‚ Суккул ялне куçса килнĕ‚ Туймазă хулине ĕçе çÿрекен Ильдар Кашапов тухса калаçрĕç.
- Эпир çук çĕрте пурнăç лайăх пек туйăнать. Пурте ялтан тухса каяймастпăр. Туймазă районĕнче халиччен те газ кĕртмен ялсем‚ Кандрыкуль çывăхĕнче вырнаçнă ялсенче асфальт курман çулсем пур. Производствăна илес пулсан‚ Туймазă хулинче те чылай завод хупăннă. Ман хамăн икĕ ывăл та кунтах предпринимательсем пулса ĕçлеççĕ. Хамăр тăрăшмасан пире ют çынсем пулăшмĕç. Сăмахран‚ çĕвĕ çĕлемелли цех уçма хăвăр та пултаратăр. Унта ĕçлеме юлташăрсене‚ кÿршĕрсене явăçтарăр. Креппитри çăлкуçа тирпейлемелли ĕçсене те вырăнти халăхпа туса пулать. Ĕçе Туймазă хулине кун сиктерсе каятăп‚ пульницăна е урăх çĕре çитес текенсене тÿлевсĕрех лартса кайăп, шăнкăравласа çеç пĕлтерĕр, – çынсене пулăшма хатĕррине пĕлтерчĕ Ильдар Асгатович.
Каласа хăварас пулать‚ И.А. Кашапов кăçал хăй шутĕнчен Ермеккейĕнче вырнаçнă В. И. Ленин палăкне юсаса тирпей-илем кÿртнĕ. Пухăннă халăх ăна алă çупса тав турĕ.
Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ Ф.Р. Галимов çав вăхăтрах ял çыннисен хăш-пĕр ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Ермеккейне çитерекен автобус рейсне çын çуккипе хупнине‚ çăлкуç юсанă ĕçре те саккуна пăсманнине пĕлтерчĕ. Начар пулăмсем çинчен çеç мар‚ лайăх пуçарусене те асра тытма чĕнсе каларĕ. Сăмахран‚ ял хутлăх администрацийĕ вырăнти пуçарусене пулăшса пыракан программăпа (ППМИ) усă курса 2017 çулта Креппитри‚ Князевкăри‚ 2018 çулта Купченейри ял масарĕсен хÿмисене çĕнетме май тупнă. Кăçал черетре - Янăшма масарĕ. Çавăн пекех 2017 çулта Суккул ял клубĕн креслисене улăштарнă‚ 2018 çулта çуртăн тулашне‚ тăррине пĕтĕмпе юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ.
Паянхи куна пухăннă халăх Суккул‚ Князевка‚ Креппит‚ Михайловка‚ Никитинка ялĕсем Туймазă районне куçас ыйтăва татса параймарĕç. Пуху кашни хăй шухăшне тухса каланипе çеç вĕçленчĕ. Ун хыççăн та халăх килĕсене саланма васкамарĕ‚ иккĕн-виççĕн пухăнса калаçакансем урамра тăрса юлчĕç. Халăх хушшинче тавлашуллă ыйтусем çурални начар мар-ха вăл‚ мал ĕмĕтлĕ çынсем пурри те лайăх пулăм. Çакă çынсем пĕр вырăнта тăрас теменнине‚ хăйсен пурнăçне лайăх еннелле улăштарас тенине систерет. «Тавлашура чăнлăх çуралать» каларăша асра тытсан ентешсем малашне‚ тен‚ пĕр шухăш патне килсе те тухĕç.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Ермеккей районĕ‚ Суккул ялĕ.