Пур хыпар та

Вăхăтпа пĕрле пурнăç та иртет

Кăçал Ĕпхÿ хулинчи Калинин районĕнчи чăваш вырсарни шкулне йĕркеленĕренпе 13 çул çитрĕ. Асăннă вĕрентÿ учрежденийĕ ПР чăваш культура обществин ертÿçи Юрий Михайлов сĕннипе никĕсленнĕ. Малтанхи вăхăтра шкул директорĕн тивĕçĕсене Леонид Михайлов (Ю.П. Михайловăн тăван шăллĕ) пурнăçланă. Кунта талантлă чăваш халăхĕн вĕрентÿпе культура аталанăвне ырă витĕм кÿрес ĕçре Пушкăртстан Президенчĕн советникĕ Фаукат Кидрасов пулăшнине те манмалла мар.

Чăн та, пирвайхи çулсенчи утăмсене тума çăмăлах пулман. Тĕп хулари тĕрлĕ районти чăваш ачисене пĕр çĕре пухма, çĕнĕ те инновациллĕ технологисене пурнăçа кĕртме коллективăн нумай тар тăкма тивнĕ. Çапах та пĕрле, пĕр-пĕрне ăнланса тунă ĕçĕн çитĕнĕвĕ пулнах. Вĕренекен ачасен ашшĕ-амăшĕсем хастар пулăшнине те палăртмалла. Вĕсем хăйсен тăрăшулăхĕпе, ырă тĕслĕхĕпе тата шкулта иртекен мероприятисене хутшăннипе çамрăк ăрăва мобилизацилеме пултарчĕç. Çак самантсене манăн çурхи пăр тапраннă пулăмпа танлаштарас килет. Ачасен амăшĕсемпе кукамăш-асламăшĕсем шкулти юрă-ташă ансамбльне пухăнчĕç, пĕр çемьене çаврăнчĕç. Çак ушкăнăн малтанхи хастарĕсене аса илсе хăварма кăмăл пур. Вĕсем – Иван Сафронович Степанов, Нина Альбертовна Терентьева, Наталья Анатольевна Герасимова, Алевтина Ивановна Сухарева, Мария Витальевна Афанасьева, Елена Николаевна Дмитриева, Любовь Гавриловна Елисеева, Нина Самуиловна Петрова, Римма Галимзяновна Моисеева, Елизавета Ивановна Ергунова солистсем. Надежда Михайловна Кудряшова - Архангельск районĕнчи «Успенка ялĕн кунĕ» уява йĕркелекенсенчен пĕри – ансамбль пайташĕсен хушшинче чи хастарриччĕ. Юрă-ташă ушкăнне «Элем» ят парасси те ыт ахальтен сиксе тухман. Çак ят яланах малта пулма хистет. Вăл пирĕн йăх-несĕлсемпе, пăлхар-сăварсемпе, çыхăннă. Ансамбле «Элем» теме Иван Сафронович сĕнчĕ. Ун чухне вăл республикăри чăваш культура обществин председателĕн идеологи енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса тăрăшатчĕ, Юрий Павловичăн сылтăм алли пулнă тесен те йăнăшас çук. Репертура йĕркелессипе эпĕ, çак йĕркесен авторĕ, Леонид Михайлов, ĕçлерĕм. Ача чухнех купăс калама хăнăхнă. Унсăр пуçне Шупашкартан тăтăшах гастроле килсе çÿрекен артистсен концерт программинчи номерсемпе паллашни те репертуара анлăлатма тата тематикине пуянлатма пулăшрĕ. 2008 çулта ПР чăваш культура обществин Гафури районĕнчи филиалне йĕркеленĕ чухне тин çеç çуралнă «Элем» Сăваплă Валентин кунне хутшăнни те асрах. Çав çулсенче çирĕпленнĕ туслăх паянхи кун та упранать, аталанса пырать. Çак районти Белое Озерăри Нина Борисовна Матвеева чăваш хастарĕ ячĕпе ăшă сăмахсем калас килет. Ăна районта çеç мар, республикипе пĕлеççĕ, хисеплеççĕ.
Шкула профессионал баянист тата поэт Василий Антонов килсен ансамбль çĕнĕ хăватпа аталанма пуçларĕ, ушкăнри юрăçсем юрăсене тĕрлĕ сасă пусăмĕсемпе шăрантарма хăнăхрĕç. Акă, эпир 2012 çулта Пермь крайĕнче иртекен «Барда-зиен» тĕрĕк халăхĕсен фестивальне хутшăнма тивĕçрĕмĕр. Хамăр укçа-тенкĕпе автобус тара тытса вăрăм çула кĕскетрĕмĕр. Çак мероприятие Уралçум тăрăхĕнчен пĕртен-пĕр чăваш коллективĕ хутшăнчĕ. Çул çинче кăсăк самантсем те сиксе тухрĕç. Пире, туристсене, тайгапа пынă май пушаннă ялсенчи тайăлнă йывăç çуртсем ăсатса ячĕç. Чунра салху туйăмсем çуралчĕç пулсан та хамăра лăпкă тытма тăрăшрăмăр. Çав вăхăтрах аслă çул çине пысăк та илемлĕ пăши сиксе тухрĕ. Тĕлĕнмелле çулçÿрев пире çывăхлатрĕ, туслаштарчĕ.
«Элем» ансамбль малалла аталанасси ушкăн суйласа илнĕ çул-йĕрпе килĕшÿллĕн пурнăçа кĕрсе пычĕ. Репертуарти юрăсем нумайăшĕ Пушкăрт чăвашĕсен халăх сăмахлăхĕпе (фольклорĕпе) çыхăнчĕç. Çак енĕпе ансамблĕн çĕнĕ илемлĕх ертÿçи Елена Васильевна Степанова уйрăмах нумай тăрăшрĕ. 2012-2016 çç халăх юррисене электронлă кĕвĕсемпе илемлетрĕмĕр, мĕнпур репертуарти юрăсен фонотекине хатĕрлерĕмĕр. Çав вăхăтрах ансамбле çĕнĕ чăваш хастарĕсем Вера Александровна Федотова, Светлана Викторовна Илтирякова, Галина Николаевна Гималова, Нина Александровна Казинцева, Елена Васильевна Ефремова, Валерий Иванов килчĕç. Вĕсем чăваш вырсарни шкулĕн тата культура обществин чысне тĕрлĕ çĕрте (çав шутра Пушкăртстан тулашĕнче те) хÿтĕлерĕç: 2013 çулта Екатеринбургри «Кĕр сăри» йăла-йĕрке уявĕнче, Петербургри Акатуйра, 2014 çулхи июньте Шупашкар - Мускав турĕ вăхăтĕнче, 2015 çулта Тутарстанри Нурлатра. Пур çĕртен те элемсем Дипломсемпе е Тав çырăвĕсемпе таврăнчĕç. Уйрăмах «Раççей çумне Крыма пĕрлештерни» акцине хутшăннине палăртмалла. Эпир Раççейри мĕнпур чăвашсенчен пуçласа Севастополь чăвашĕсен обществипе тата çак хулари «Туслăх» ансамбльпе çыхăну çирĕплетрĕмĕр, Крымра пурăнакансене чаплă уяв ячĕпе саламларăмăр. Ăшă тĕлпулусемпе Хура тинĕс хĕрринче эрне канни, кăсăк экскурсисем пирĕн хушăри хутшăнăва çывăхлатрĕç.
Севастополь хулинче 2004 çулта Чăвашсен наципе культура обществин ассоциацине йĕркеленĕ. Унăн пĕрремĕш председателĕ пулма Валерий Семенов офицер подводника шаннă. Вăл хăйĕн кил-çуртĕнче чăвашсен пурнăçне тата халăх пултарулăхне сăнласа паракан музей йĕркеленĕ. Çак хулари Нахимов ячĕллĕ тинĕс çар училищинче Пишпÿлек районĕнчи Хушăлка каччи аслă преподаватель пулса ĕçленĕ. Эпир Крымра пулнă чухне Севастопольти чăваш культура обществине Любовь Федоровна Тавлуй ертсе пыратчĕ. Симферопольти этнографи музейĕнче Раççейри чăвашсен экспозицине йĕркеленĕ, ăна тăтăшах çĕнетсе тăраççĕ. 2014 çулхи июль уйăхĕн 25-мĕшĕнче хулари наципе культура обществисен çурчĕн акт залĕнче Севастополь чăвашĕсемпе тĕлпулу иртрĕ. «Элемпе» «Туслăх» ансамбльсем ылмашăнса пухăннă халăха хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Килнĕ çынсен хушшинче ытларах çар тумĕ тăхăннă хăнасене курма май килчĕ. Вĕсене Ĕпхÿри вырсарни шкулĕн çамрăк воспитанникĕ Надя Скрябнева (Нина Терентьеван мăнукĕ) илемлĕ юрă шăрантарса тыткăна илчĕ, тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ. Вăл çийĕнчех темиçе приза тивĕçрĕ, çав шутра Севастополь символĕпе илемлетнĕ пилоткăпа тельняшка. Крымра тĕл пулнă пĕрремĕш чăваш Пушкăртстанра çуралса ÿснĕ ракета çарĕнче хĕсметре тăнă Анатолий Герасимов подполковник пулчĕ. Вăл Кармаскалă районĕнчи Йăмран ялĕнче вĕреннĕ. Пирĕн ентеш хăйне пĕлÿ панă Кузьма Семеновичпа Анна Николаевна вĕрентекенсене асра тытать. Уйрăмах индустрипе педагогика техникумĕнче чылай çул ĕçленĕ Геннадий Арсентьевич Богатырева тав тумалла. Çак техникумăн хăтлă общежитинче эпир эрне пурăнтăмăр.
Тепĕр кунхине эпир Севастополь бухтинчи тинĕс хĕрринче чăваш тумĕ тăхăнса, ялавсем йăтса, хут купăс каласа юрласа-савăннине хулари культура тата наци политикин комитечĕн ĕçченĕсем курнă. Вĕсем вырăнти чăваш обществи урлă пире Нахимов ячĕллĕ площадьре иртекен «Манăн Çĕрĕм, юрăпа янра» («Звени песнями, Земля моя») ХV фестивале йыхравларĕç. Лапамра пухăннă халăха чăвашла саламласа асăннă мероприятие чăваш тата вырăс юррисем шăрантарса уçма пире ирĕк пачĕç. Пирĕншĕн вăл пысăк чыс пулчĕ. Уйрăмах куракансем авалхи чăваш хĕрарăмĕн кĕпине тата кивĕ кĕмĕл укçаран тунă хушпăва пысăка хурса хак пачĕç. Ĕпхÿри чăваш вырсарни шкулĕн вĕренекенĕ Надя Скрябнева кунта та хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Унăн таланчĕпе паллашнă хыççăн уява ертсе пыракан сăмах ăсти ун пирки пулас эстрада çăлтăрĕ тесе хак пачĕ.
Малалли 12№
Леонид МИХАЙЛОВ,
«Элем» ансамбле парăннă шкул педагогĕ.
Ĕпхÿ хули.