Сурхури - ĕлĕкхи чăваш праçникĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, ăна хĕллехи кун таврăнăшĕ (солнцестояние) вăхăтĕнче‚ кун вăрăмланма тытăнсан ирттернĕ. Каярах çак уяв Раштавпа пĕр килнĕ‚ Кăшарни кунĕччен тăсăлнă.
Сурхури вăхăтĕнче çĕнĕ çулта хуçалăхра ăнăçу‚ çынсен пурнăçĕнче ырлăх-сывлăх хуçалантăр‚ хирти тыр-пул тухăçĕ ăнса пултăр‚ картари выльăх-чĕрлĕх йышĕ ÿстĕр тесе тĕрлĕ йăла-йĕрке ирттернĕ. Паянхи кун та çак паха енсем халăхра упранса юлнă. Çакна «Илем» халăх фольклор ансамблĕ хăйĕн пуян программипе çирĕплетсе панă.
Пултарулăх ушкăнĕн хастарĕсем, илемсем, хăнасене хаваспа кĕтсе илнĕ‚ килте пĕçернĕ йăвапа хăналанă‚ ырлăх-сывлăх сунса юрăсем шăрантарнă. Çавăн пекех çветке юмлани (гадание) ирттернĕ‚ хаваслă чăваш ташшисене ташланă.