Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
30 Кӑрлач 2019, 17:27

Шуйттан шывне ăсса килчĕç те…

Çамрăксем чăваш йăли-йĕркине тарăнрах пĕлме тăрăшнишĕн тата унпа кăсăкланнишĕн чун савăнать.

Çавна шута илсе пĕр 2-3 кун маларах ялта йăла-йĕрке уявĕ ирттересси çинчен пĕлтерÿ çырса çакрăмăр. Çак уява çĕрĕ ярассипе çыхăнтартăмăр. Палăртнă вăхăт тĕлне клуба çынсем пуçтарăнма тытăнчĕç. Ваттисемпе çамрăксем тата пĕчĕкрех шăпăрлансем те пур. Тинех кĕтнĕ самант çитрĕ. Виçĕ çын витрепе йĕплĕ шăпăр илсе шуйттан шывĕ ăсма кайрĕç. Йăла тăрăх, çăл патне кутăн утса çитмелле, каялла та çапла майпах таврăнмалла. Пĕр-пĕринпе калаçма юрамасть. Шыв патне каякансем Наташа Хисамова, Лида Гаврилова тата Настя çамрăк хĕр пулчĕç.
Ăсса килнĕ шыва пысăк тирĕк çине ярса, ал шăллипе витсе, сĕтел çине лартнă хыççăн, унта çĕрĕсем яра пуçларăмăр. Юрлакансем - Людмила Овчинниковапа Мария Ермолаева, Нина Асадуллинапа Мария Юшкова - юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Пĕрре вырăсла, тепре чăвашла. Çак йĕркесен авторĕ çĕрĕ кăларакан пулчĕ. Çирĕплетнĕ йĕркепе пĕр çаврăм юрă шăрантарнă хыççăн çĕрре шывран туртса кăлармаллаччĕ. Çапла турăм та. Унтан пурте пĕрле кашни юрă мĕне пĕлтернине ăнлантарса патăмăр. Çамрăксем ăнланман самантсене тепĕр хут ыйтса пĕлчĕç. Çав тери илемлĕ иртрĕ çак праçник, çамрăксене те килĕшрĕ.
Юмăç ярса шăпасене пĕлнĕ, пурте пĕрле ларса чей ĕçнĕ хыççăн ташă-юрă пуçланчĕ. Унта ватти-вĕтти пурте хутшăнчĕ. Уяв çурçĕрччен тăсăлчĕ. Уйрăмах çамрăксемшĕн чун савăнчĕ. Хамăр мĕн пĕлнине çитĕнекен ăрăва вăхăтлă вĕрентсе пырсан пирĕн йăласем нихăçан та манăçа тухмĕç.
Надежда ТИМОФЕЕВА.
Пелепей районĕ, Алексеевка ялĕ.
Читайте нас: