Пур хыпар та
Йăла-йĕрке
22 Майӑн 2019, 16:49

Туслăхпа аваллăх уявĕ

Акатуй – чăвашсен çĕр ĕçĕсене халалланă çурхи уяв. Ĕлĕкхи йăла-йĕркепе вăл çурхи ĕçсене пуçласа, вĕсем вĕçленичченех пынă. Çакна тĕпе хывса май уйăхĕн 14-мĕшĕнче Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче 5 чăваш шкулĕ хушшинче «Акатуй» уявĕ иртрĕ.

Палăртнă кун пархатарлă икĕ чăваш поэчĕ çуралнă яла Пелепей хулин чăваш гимназийĕпе шкул-интернат, Ярмулай,Сименкке шкулĕсен вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем тата музыка ертÿçисем килсе çитрĕç. Хăнасем хушшинче Пелепей хулипе районĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн председателĕ В.М.Яковлев, Пелепейĕнчи информаци центрĕн директорĕ Н.М.Николаев, районти вĕрентÿ уйрăмĕн специалисчĕ С.Х.Гареева пулчĕç. Çанталăкĕ те уява майлă пулчĕ, уяр та ăшă тăчĕ. Килнисене слакпуçсем хапăл туса çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Яланхилле, чаплă поэтсене асра тытса К.В.Иванов палăкĕ умне чечексем хучĕç. Хальхинче çак ĕçе тума Н.М.Николаевпа С.Х.Гареева хăнасене шанса пачĕç. Салам сăмахĕсене калама В.М.Яковлев, Н.М.Николаев, С.Х.Гареева тивĕçрĕç.
Мероприятие тĕрлĕ станцисем тăрăх йĕркеленĕ. Ачасем станцисем тăрăх куçса тĕрлĕ заданисем пурнăçларĕç. «Эрудит» станцинче ачасем Пушкăртстанри писательсемпе поэтсене, тĕлĕнмелле паллă вырăнсене, тискер кайăксен ячĕсене пĕлнине тĕрĕслерĕç. «Спорт» станцинче чÿлмеке ухватпа йăтса, кĕвентепе витресене çаклатса, пĕр-пĕринчен пилĕкрен тытăнса чупнине курма кăсăк пулчĕ. Кил хуçалăхра мăлатук, пăчкă тытма пĕлни те кирлĕ-çке. Ку ăсталăха «Ĕçе пĕтерсен хавасланма та ирĕк» станцинче курма пулчĕ. Вут пуленкисене пăчкăпа касса ачасем скамейка ăсталарĕç. Ĕçе арçын ачасем кăна мар, правур хĕр ачасем те хутшăнчĕç. Пурнан пурнăçра хăçан алă пăчкипе вут касса куран-ха Акатуйĕнче пулмасан! Çакăнтах вĕренекенсем ансат музыка инструменчĕсемпе (параппан, шакăртма, кашăк тата ыт. те) кĕвĕлесе юрласа та пачĕç. «Пушкăртстан курăкĕсем» станцийĕ пурне те килĕшрĕ пулас. Кунта чечек, çăка, хуратул пылне пĕр-пĕринчен уйăрма, тĕрлĕ чей астивсе мĕнле курăк ярса вĕретнине чухламалла пулчĕ. Ачасем çак ĕçе хаваспах хутшăнчĕç, тепĕр станцине куçма пĕлтерекен шăнкăрав сасси çеç вĕсене кунтан хăпса каймалли çинчен систерчĕ.
Н.А.Васильева, Е.А.Данилова О.В.Иванова, О.Г.Маркелова, Н.Л.Павлова, Л.Н.Иванова учительсем йĕркеленĕ мастер-класс экскурси аслисемпе ачасемшĕн питĕ кăсăк та пĕлтерĕшлĕ иртрĕ. Пир тĕртмелли станока тытса пăхма, çу уçламалли хатĕрпе кĕрпе авăртмалли армана çавăрма, çăпатана тăхăнса пăхма май пурри аваллăх тĕнчине лекнĕ пекех туйăнчĕ. Мастер-класа вĕренекенĕн амăшĕ Инна Кириллова (вăл пир тĕртмелли станок ĕçне кăтартрĕ) хутшăнни те паха пулăм. Слакпуç ачисем чылай ĕçе алла илнĕ. Сăмахран, кружоксенче хĕр ачасем тухья, масмак, шÿлкеме хăйсемех тăваççĕ.
Малалли хаçатăн 21№.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ.
Читайте нас: